АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен çулталăкĕн эмблеми паллă

27 января 2010 г.

 

Конкурса РФ Вĕрентÿ министерстви 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçарнă. Ятарлă паллă туса хатĕрлес ĕçе рекламăпа дизайн специалисчĕсем, педагогсем, вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем, студентсем, шкул ачисем, çавăн пекех вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнма пултарнă.

Пĕтĕмĕшле 344 ĕç тăратнă. Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен интернет-сасăлав ирттернĕ, 15 автор финала тухнă. Чи лайăх эмблемăна жюри членĕсем палăртнă.

Çĕнтерÿçĕ ятне Новосибирскра пурăнакан профессионал, Раççей дизайнерĕсен союзĕн членĕ Анна Щербакова тивĕçнĕ. Унăн эмблеми Вĕрентекен çулталăкĕн тĕп палли пулчĕ. Ÿкерчĕкре учителĕн уçă алă тупанĕнчен çунатланнă кайăк чĕпписем вĕçсе тухаççĕ, çакă педагог вĕренекенĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнине кăтартать. Автор шухăшĕпе, учитель пуласлăха çыракан çын.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика