АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх

27 января 2010 г.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсем пирки редакцине нумай çыру килет.

Хăш-пĕр ыйтусене çутатса пама эпир Комсомольскинчи регистраци службин начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕпе С.А.Немцевăпа курса калаçрăмăр. Вăл вулакансен ыйтăвĕсене хурав пачĕ.

— Муниципаллă харпăрлăхри пÿлĕме апат-çимĕç лавкки валли 5 çул ĕнтĕ тара тытатăп. Çак пÿлĕме харпăрлăха илме пултаратăп-ши?

— 2008 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнчи федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ("159-ФЗ «Об особенностях отчуждения недвижимого имущества, находящегося в государственной собственности субьектов Российской Федерации или в муниципальной собственности и арендуемого субьектами малого и среднего предпринимательства»), пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсен хăйсем тара илнĕ куçман пурлăха никама пăхăнман хак паракан (независимый оценщик) палăртнă пасар хакĕпе тÿлесе илме ирĕк пур. Анчах çак условисене пăхăнсан çеç:

1. Тара илнĕ пурлăхпа вăхăтлăх хуçа пулсан тата унпа виçĕ е ытларах çул тăхтавсăр усă курсан;

2. Ку пÿлĕме тара илнĕшĕн тар укçине кирлĕ вăхăтра куçарса пынă-тăк;

3. Тара илнĕ пÿлĕмĕн лаптăкĕ пилĕк тăваткал метртан сахал тата 10000 тăваткал метртан нумай пулмалла мар;

4. Тара илнĕ пÿлĕме пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсене усă курма е хуçа пулма пама палăртнă патшалăхăн, муниципаллă пурлăхăн переченьне кĕртмен пулсан.

— Пĕчĕк предпринимательлĕх субьекчĕсем тÿлесе илекенĕн куçман пурлăх çине харпăрлăх правине регистрацилес тесен регистраци службине мĕнле документсем тăратмалла?

— Патшалăхăн е муниципаллă харпăрлăхран илекен куçман пурлăх çине харпăрлăх правине регистрацилеме çак документсене тăратмалла:

а) Патшалăх регистрацийĕ çинчен заявлени (сутаканпа илекен тăратаççĕ, регистраци службинче çырмалла);

ă) Заявлени паракан кам пулнине ĕнентерекен документ;

б) Юридици сăпатĕнче тăракансен право пултарулăхне ĕнентерекен документ;

в) Патшалăх пошлинине тÿлени çинчен документ тата унăн копийĕ (граждансем – 500 тенкĕ, юридици сăпатĕнче тăракансем — 7500 тенкĕ);

г) Уполномоченнăй органĕсен патшалăхăн е муниципаллă пурлăха приватизацилес условисем çинчен калакан йышăнăвĕ;

д) Тара илнĕ пурлăха илсе сутнин килĕшĕвĕ;

е) Илекен пурлăхăн рынок хакне палăртни пирки отчет;

ĕ) Тара илнĕ пурлăхăн салукĕ çинчен килĕшÿ (енчен те тара илнĕ пÿлĕме арендатор кĕтмелле туянать пулсан).

ж) Куçман пурлăх обьекчĕн кадастр паспорчĕ (енчен те çак обьект çине право пуррине правăсен пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрациленĕ-тĕк кирлĕ мар).

— Пĕчĕк предпринимательлĕх субьекчĕ тата тытакан, тÿлесе илнĕ пÿлĕм çине харпăрлăх правине регистрацилес процедура мĕн вăхăт тăсăлать?

— Юридици сăпатĕнче тăракансемпе (юридические лица) граждансене çăмăллăх кÿрес тĕллевпе регистраци служби хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, правасене патшалăх регистрацийĕ тăвас вăхăта кĕскетнĕ, вăл 15 кунпа танлашать.

— Эпĕ уйрăм предприниматель шутланатăп, тара тытнă пÿлĕме тÿлесе илес тетĕп. Анчах та тÿлев укçине пĕтĕмпех тÿлейместĕп. Ку лару-тăрура мĕн сĕнме пулать?

— Саккунпа килĕшÿллĕн, тара илнĕ пурлăха тÿлесе илессине пĕчĕк предпринимательлĕх хăй суйласа илет: тÿрех е кĕтмелле. Енчен те тара тытакан пурлăха кĕтмелле туянать пулсан, илсе сутнин килĕшĕвĕпе пĕрле çак пурлăхăн салукĕ çинчен килĕшÿ тумалла. Çÿлте асăннă саккунпа усă курса тара тытакан пурлăха кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен кăна тÿлесе илме пултарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика