АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрист консультаци парать

27 января 2010 г.

 

Раççейри юристсен ассоциацийĕн пуçарăвĕпе районти тĕп библиотекăра граждансене тÿлевсĕр консультаци парассине йĕркеленĕ. Кун пек консультацие пĕлтĕр те ирттернĕ, кăçал вăл пуçласа январĕн 21-мĕшĕнче пулчĕ. Унта килнисем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Тĕл пулăва район администрацийĕн юрисчĕ А.Ямалетдинов, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн юрисчĕ И.Ямалиев, Л.Степанова нотариус, район прокурорĕн пулăшаканĕ А.Григорьев хутшăнчĕç. Вĕсем килнисен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕç. Ĕç хутшăнĕвĕ, кил-çурт, пенси ыйтăвĕсем кашнинех хумхантараççĕ, паллах.

Районта пурăнакансемшĕн çакăн йышши тĕл пулусем питех те вырăнлă. Çавна май вĕсене кашни уйăхăн виççĕмĕш эрнинче, кĕçнерникун, 15 сехетре ирттерме палăртнă. Кăмăл пулсан кашниех килме пултарать. Сире юристсем пулăшу параççех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика