27 января 2010 г.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 2 пушар пулнă. Вут-çулăмра 40 пин тенкĕлĕх пурлăх çуннă, пĕлтĕр çак вăхăтра пĕр пушарта 10 пинлĕх пурлăх пĕтнĕ.
Вут-çулăм тухнин тĕп сăлтавĕ — пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пухăнманни, электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курни.
Хĕлле вăхăтра юра тасатманни те пысăк чăрмав кăларса тăратать. Урамсене, çуртсем, хуралтăсем патне, шыв илмелли вырăна çитмелли çулсене яланах тасатмалла. Енчен те пушар тухсан, çакă пысăк чăрмав кăларать те. Çак тĕллевпех предприяти ертÿçисене, ял поселенийĕн пуçлăхĕсене ĕçе вăхăтра пурнăçлама сĕннĕ. Ăна кирлĕ пек пурнăçламасан административлă йĕркепе явап та тыттарма пултараççĕ.
Автомашина хуçисене те тимлĕрех пулма сĕнесшĕн. Вĕсем тепĕр чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕрре те пăхăнасшăн мар. Сивĕ çанталăкра автомашинăсене хăвăртрах ăшăтас тесе тĕрлĕ майпа та усă кураççĕ: электроприборсене, тĕрлĕ ăшăтмалли хатĕрсене хута яраççĕ. Асăрханусăр пулни инкек патне илсе çитерет. Автомашинăсем тивсе илме пултараççĕ.
Çавăнпа та тимлĕ пулăр! Енчен те пушар тухрĕ пулсан «01» телефонпа шăнкăравлăр.
Источник: "Каçал Ен"