АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулăр

23 января 2010 г.

 

Пушартан сыхланасси çинчен район хаçатĕнче те çырсах тăратпăр, шкулсенче, ача сачĕсенче калаçусем ирттеретпĕр. Предприятисемпе организацисенче, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче те тĕрĕслевсем йĕркелетпĕр. Анчах та вут-çулăм сиксе тухнă тĕслĕхсем пулаççĕ-ха. Иртнĕ çул 28 пушар е виçĕмçулхинчен ытларах пулнă. Унта 719495 тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ. Ытларах «хĕрлĕ автан» кăмакасем кирлĕ шайра пулманнипе (8 тĕслĕх) тата йăлара усă куракан приборсем юсавсăррипе (7) çыхăннă. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче час-часах вут-çулăм алхасать. Пĕлтĕр вĕсенче 536770 тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ, 10 хуралтă çунса кайнă. Çулăмра çынсен пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем пулманни савăнтарать.

2009 çулта Комсомольски ял поселенийĕнче 6, Хирти Сĕнтĕр тата Урмаел ял поселенийĕсенче 4-шар пушар пулнă. Элпуç тата Чĕчкен тăрăхĕсенче вут-кăвар алхасман.

Тимлĕ пулăр. Пушар хăрушсăрлăх правилисене килте те, ĕç вырăнĕнче те пăхăнăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика