23 января 2010 г.
Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче РФ Правительстви Раççей халăхĕн çыравне, ăна ирттерме укçа-тенкĕ çитменнипе, 2010 çултан 2013 çула куçарас тĕллев тытнăччĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕсене çĕнĕрен йĕркелесси пирки Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин 2009 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче пĕлтерчĕ. Çырав малтан палăртнă пекех 2010 çулхи юпа уйăхĕн 14—25-мĕшĕсенче иртмелле. Раççейĕн черетлĕ шутлавĕнчи çĕнĕлĕхсемпе халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Николай Белков паллаштарать.
— Федерацин «Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртнине нумаях пулмасть çирĕплетрĕç. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятие мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?
— Патшалăха халăх йышĕн çĕнĕ картти кирли куç кĕрет. Социаллă ыйтусем кризис тапхăрĕнче мала тухса тăраççĕ, статистика кăтартăвĕсем кивелсе пыни Правительство çирĕплетекен йышăнусен пахалăхне тÿнтерле витĕм кÿме пултарать. Çавна май халăх çыравне çитес çулхи юпа уйăхĕнчех ирттерме йышăнни вырăнлă.
Паянхи кун тĕлне Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне ирттерме право никĕсне хатĕрлесе çитернĕ. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев «Федерацин «Пĕтĕм Раççейри халăхĕн çыравĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» 293-мĕш саккуна алă пуснă. Тÿрлетÿсем саккунăн халăх çыравĕ çинчен калакан йĕркисене 2002 çулхи çырав опытне тĕпе хурса уçăмлатаççĕ.
Халăх çыравĕшĕн яваплă тĕп ведомство малтанхи пекех Росстат шутланать, влаçăн регион органĕсен яваплăхĕ вара халĕ татах ÿсет. Тĕслĕхрен, çырав персоналне вĕрентме, ĕçлеттерме, Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн хучĕсене халĕ тата ытти документа упрама хураллакан пÿлĕмсем тупса парас, транспорт тата çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтерес полномочи РФ субъекчĕсене куçать. Вĕсене федераци бюджечĕ уйăракан субвенци шучĕпе пурнăçлаççĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Республикине 2010 çулта куçаракан сумма 5308,1 пин тенкĕпе (30 процент) танлашать, тепĕр 70 процентне 2011 çулта параççĕ.
Саккун граждансен информацийĕн конфиденциаллăхне сыхламалли ирĕке гарантилет. Хыпар пухмалли мелсем тĕлĕшпе те улшăну пур. Саккунпа килĕшÿллĕн çырав хутне граждансем хăйсем тултарма пултараççĕ. Федераци саккунĕ суйлама ирĕк парать: çыравçа килте кĕтсе илме е ятарласа майлаштарнă стационар участокне пыма пулать. Хăш-пĕр чух (инвалидсен, чирлисен е аслă ăру çыннисен) çырава телефонпа шăнкăравласа «хутшăнма» юрать.
Тăкаксене оптимизацилес тĕллевпе çырав хучĕсен икĕ вариантне — туллине тата кĕскетнине — пăрахăçланă, пĕтĕм халăхран халĕ пĕрлехи программа тăрăх ыйтса пĕлеççĕ.
— Çырав хучĕсен бланкĕсен виçĕ форми пулать терĕр. Вĕсем пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?
— Л формăллă листра харпăр хăй хуçалăхĕпе пурăнакан çынсем, çавăн пекех коллективлă кил хуçалăхĕнче пурăнакансем тата килсĕр-çуртсăрсем пирки пухакан информацие вырнаçтараççĕ.
Л формаллă хутăн ыйтăвĕсем ансат, вĕсем çыннăн пурнăç факторĕпе çыхăннă: арлăх, ÿсĕм, вĕренÿ, ĕç, çемье тата ытти те. Сăмахран, вĕренÿ ыйтăвĕсенчен аслă пĕлĕвĕн пусăмне (бакалавр тата магистр) пĕрремĕш хут уйрăммăн палăртнă, аслă тата аслă пĕлÿ хыççăнхи пĕлÿ илнисем тĕлĕшпе ăслăлăх степенĕ пуррипе çукки çинчен ыйту кĕртнĕ.
2002 çулхи çыравра тăван чĕлхе çинчен пайăрласа кăтартни пулман. Халĕ вара ăна çĕнĕрен кĕртнĕ. Пурнăçа тытса пымалли тĕп çăл куç пирки те тĕпчеççĕ. Хĕрарăмсен пĕрремĕш ачана çуратнă датăна пĕлтермелле пулать.
«Харпăр хăй кăтартăвĕсем çинчен» саккун вăйра тăнă условисенче хăш наци представителĕ пулни пирки хыпар пухмалли йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Енчен те çын хăйĕн нацилĕхне пĕлтерес темест тĕк çыравçă хистеме пултараймасть.
Телекоммуникаци — обществăн информаци аталанăвĕн мелĕ (Интернет сечĕпе усă курма пултарни) пурри пирки те пĕрремĕш хут пĕлтермелле.
Çырав вăхăтĕнче пухнă мĕн пур кăтарту ятарлă çынсем усă куракан информаци шутланать, вăл — анонимлă: çырав хутĕнче хушамата, ята тата респондент адресне кăтартмаççĕ. Çырав — ятсăр, унта конкретлă çын пирки нимĕнле кăтарту та илме май килмест. Халăх пирки палăртнă сведенисене сарма юрамасть тата вĕсене официаллă статистика информацийĕ йĕркелес тĕллевпе кăна хатĕрлеççĕ.
П формăллă çырав хутĕнчи 12 ыйту халăхăн пурнăç условийĕсен кăтартăвĕсемпе çыхăннă. ПНОн Европăри экономика комиссийĕн сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн бланкри çак пай уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Халăхăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕнче экологи лару-тăрăвĕн витĕмĕ ÿссе пынă май пурăнмалли çурт-йĕре хăтлăх кĕртес ыйтăва анлăлатнă. Тĕслĕхрен, шывпа, канализаципе тивĕçтерессипе, кухня тата туалет пурри-çуккипе çыхăннисене кĕртнĕ, йăла каяшĕсене илсе тухмалли мелсене уçăмлатас енĕпе хушăмсене асăннă.
Саккунра çавăн пекех халăх пирки пухакан кăтартусен переченĕн формулировкине тĕрĕсрех палăртнă. Тĕслĕхрен, 2002 çулта çырав çинчен йышăннă саккун вариантĕнче «ĕçсĕрлĕх» тата «миграци» ăнлавсем пулман. Асăннă кăлтăка халĕ пĕтернĕ. РФ территорийĕнче вăхăтлăх пурăнакан ют çĕршыв çыннисенчен ыйтса пĕлни В формăллă листра çырăнать.
Çырав хучĕсене кĕске хушăрах пăхса тухаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене ятарлă сканер витĕр кăларса хатĕрлеççĕ. Бланк машина вулама пултаракан документ шутланать тата ăна хÿтлĕхĕн темиçе степенĕпе тивĕçтернĕ.
Çÿлерех асăннă саккун Пĕтĕм Раççей халăх çыравне пĕтĕмлетессин пахалăхне ÿстерме май парать, çакă унăн тĕллевĕпе — çыравсен хушшинчи тапхăрта халăх йышне палăртмалли тата тĕрлĕ шайри бюджетсене йĕркелемелли, социаллă пурнăçпа экономика программисене туса хатĕрлемелли никĕс шутланакан статистикăн официаллă тулли тата тĕрĕс информацине йĕркелессипе пĕр килет.
Источник: "Каçал Ен"