23 января 2010 г.
Районти вĕрентÿ пайĕпе профсоюзсен Совечĕ Вĕрентекен çулĕнче спорт енĕпе спартакиада ирттерме йышăннă. Вăл 5 енпе пулмалла: сĕтел çи теннисĕ, шашка, пăшалтан тĕл пересси, волейбол тата йĕлтĕрпе ăмăртасси.
Иртнĕ кунсенче сĕтел çи теннисла выляма 16 команда хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăна Г.Герасимовăпа А.Пундяков (районти вĕрентÿ пайĕ), иккĕмĕшне О.Кокшинапа В.Воронов (Нĕр-кеç вăтам шкулĕ), виççĕмĕшне Г.Волковăпа Ф.Гаврилов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) йышăнчĕç.
Çавăн пекех вĕрентекенсем шашкăлла выляса ăмăртрĕç. Унта 22 шкултан 17 команда хутшăнчĕ. Вăйăсем Швейцари системипе 7 турпа иртрĕç. Хĕрÿ тупăшура 14-шар очко пухса районти вĕрентÿ пайĕн тата Нĕркеç вăтам шкулĕн командисем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Турнирта Н.Максимов, Е.Тихонов, Г.Герасимова, А.Волков, В.Максимов, И.Кириллова, В.Автономов, В.Константинов тата С.Жукова ăсталăхпа палăрчĕç.
Спартакиадăн виççĕмĕш енĕпе, пăшалтан тĕл перессипе, ăмăртусем февраль уйăхĕнче иртмелле.
Источник: "Каçал Ен"