23 января 2010 г.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тесе, ыйтусене сÿтсе явма черетлĕ аудио-пресс-конференци йĕркелерĕç. Унта Р.Кондратьева управляющи хутшăнчĕ. Чылай ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Аудио-пресс-конференци селектор канашлăвĕн мелĕпе иртрĕ, Пенси фончĕн уйрăмĕпе районсенчи управленисем пĕр-пĕринпе çыхăнма пултарчĕç. Унта массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем те хутшăнчĕç. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче те йĕркеленĕ аудио-пресс-конференцие, управлени ертÿçи З.Каринкина, унăн çумĕ И.Белобаева, ветерансен совечĕн председателĕ Ю.Тимофеев, «Чăваш Ен-Мед» страхлакан компани ертÿçи З.Галкина хутшăнчĕç.
Мероприяти теми валоризаци хыççăнхи пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарасси, социаллă тÿлевсем пирки ăнлантарасси пулчĕ. Валоризацие пула чылай пенсионерăн пенси виçи ÿснĕ. Çакă аслă ăрури çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре валоризацие шута илсе ĕç пенсионерĕсен 99,6 процентне шутласа, пăхса тухнă. Вăтам кăтартăва илес пулсассăн районта ĕç пенсийĕ 726 тенкĕ ÿснĕ.
Валоризаци хыççăн пенси виçи кашни çыннăн тĕрлĕрен пулнине палăртмалла. Мĕншĕн тесессĕн кунта чи малтан ĕç стажне, ĕç укçине шута илмелле. Çак енĕпе çынсен тĕрлĕ ыйту çуралать. Канашлура та волоризаципе çыхăннă ыйту нумай пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"