23 января 2010 г.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансен ĕçĕ çăмăл мар. Сĕт сумалла, выльăхсене апат памалла, ай сарăма тасатмалла. Фермăра вăй хуракансен ĕçне пур енлĕн асăнса та пĕтереймĕн.
Маларах та техника хатĕрĕсемпе усă курнă-ха. Юлашки çулсенче вара çĕнĕ йышши технологипе ĕçлеме пуçланă. Ют çĕршывра туса кăларнă оборудованипе усă куракан хуçалăхсем те пур. Пирĕн район выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе республикăра малтисен ретĕнче. Шел пулин те, фермăсенче инкек-синкек сиксе тухнă тĕслĕхсем пулаççĕ-ха. «Дубовка» ОООра вăкăр сĕкнĕччĕ, «Восток» ЯХПКра çивитти ишĕлсе аннăччĕ, «Урожай» колхозра газоэлектросварщик сиенленнĕччĕ, «Победа» ЯХПКра сенаж таптанă чухне трактор юсавсăррине пула çын вилмеллех аманнăччĕ. Ыран-паян производствăра инкек пулмĕ тесе никам та çирĕплетсе калаймĕ. Çавăнпа та кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче асăрхануллă пулмалла. ЧР Патшалăх теника надзорĕн инспекцийĕ январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 5-мĕшĕччен «Ферма» профилактика операцийĕ ирттересси çинчен приказ кăларнă. Çак вăхăтра эпир кашни фермăнах çитсе курăпăр. Унта ĕçлекен тракторсен: тислĕк кăлармалли оборудованисен, котелсен тата ытти техникăпа çыхăннă хатĕрсен юсавлăхне тĕрĕслĕпĕр. Ĕç сыхлавĕ, хăрушсăрлăхĕ çине те тимлĕх уйăрăпăр. Агропромышленность комплексĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те аманас хăрушлăх пысăк. Çавăнпата унти пур техника та, оборудовани те юсавлă пулмалла.
Ĕç вырăнĕнче инкек ан пултăрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"