20 января 2010 г.
Редакци хăни — «Чăваш Республикин историн патшалăх архивĕ» республикăри патшалăх учрежденийĕн директорĕ Людмила Васильевна Устимова. Сăмах Чăваш Республикинчи архив фондĕнчи документсене упрасси, калăпласси çинчен пулĕ.
— Людмила Васильевна, мĕн вăл архив?
— Архив — истори пуянлăхĕ. Ăçта, хăçан мĕн пулса иртнĕ пирки пĕлтерекен документсем упранаççĕ, вĕсемпе тĕплĕн паллашма пулать. Чăваш Республикинчи архив системинче паянхи куна пурĕ 4 патшалăх, 25 муниципаллă архив шутланать.
— Паян чи хумхантаракан ыйтусенче пĕри — январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче пенсие валоризацилеме пуçлани. Çавăнпа та пенсие ÿстерес тĕллевпе пурте архива çул тытаççĕ?
— Пенси виçине ÿстерес тесен пурин те архива килмелле тесшĕн мар эпĕ, чылайăшне ăна вырăнтах тÿрех шутласа параççĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, эсир тĕрĕсех калатăр, нумайăшĕ ĕç стажне пĕлес тесе архив докуменчĕсемпе те интересленме пултарать. Тĕслĕхрен, пирĕн патра ликвидациленĕ 1300 организацинчен килнĕ 140 пин çын ĕçĕ упранать. Кун пек документсем кашни архиврах пулма тивĕç.
— Эсир ĕçлекенсен ĕçĕсем пирки асăнтăр. Ку архив докуменчĕн пĕр категорийĕ–и?
— Çапла, ку ĕçпе тивĕçтерекенпе ĕçлекенсен хушшинчи хутшăнăва ĕнентерекен документсем: ĕçе илни, ĕçрен кайни, ĕç укçин виçине çирĕплетекен справкăсем. Çак документсем çын ăçта, хăçан мĕнле предприятинче вăй хунине ĕнентереççĕ. Вĕсем тăрăх ĕç стажне пĕлме пулать. Çăмăллăхсене тивĕçесси те çакăнтан нумай килет.
— Тĕрĕсех ăнлантăм-ши? Архив учрежденийĕсем çынсен стажĕсене туллин тивĕçтерме пултараймаççĕ теççĕ...
— Ку чăнах та çапла. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ сăлтава пула архива ликвидациленĕ организацисенчи пур документ та çитмест. Енчен те çак организацин хуçи улшăнсан вăл пур документа та упрама тивĕç. Унăн çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе хуравсем памаллах. Анчах та ликвидациленĕ организацисем документсене архива упрама паман тĕслĕхсем чылай тĕл пулаççĕ.
Çавăнпа та 2008 çулхи декабрь уйăхĕнче организацин конкурс управляющийĕсен пур документа та архива упрама памалла тесе çирĕплетнĕ.
— Кун пек чухне конкурс управляющийĕн çеç мар, организаци ертÿçи те хăйĕн яваплăхне туймалла-и?
— «РФ архив ĕçĕ пирки» калакан Федераллă саккунĕн 27-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çак саккуна пăснăшăн организаци ертÿçине чи малтан явап тыттараççĕ. Документсене упрасси архивистсен, организаци ертÿçисен, профсоюз организацийĕсен, ĕçлекенсен тивĕçĕ тесе шутлатăп. Уйрăм харпăрлăхри предприятисен те документсене упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Мĕншĕн тесен упранакан документсенчен, хушусенчен, ĕç кĕнекине лайăх йĕркелесе пынăран ĕçлекенсен пенси виçи малашне мĕнле пуласси паллă пулĕ.
— Людмила Васильевна, калаçушăн тавах. Вулакансем хăйсене интереслен- терекен чылай ыйту çине хурав тупрĕç пулĕ. Малашне ĕç хутшăнăвĕсем çине татах та пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Источник: "Каçал Ен"