20 января 2010 г.
Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçне йĕркеллĕ пурăнса ирттерме пуçра — ăс, алăра — ĕç, чун-чĕрере çирĕп сывлăх та ырă кăмăл кирлĕ. Кашнийĕн хăйĕн шăпи, хăйĕн ăраскалĕ.
Тĕслĕхрен, Асанкасси ялне илсен, унта хисепе тивĕçнĕ çынсем нумай. Вĕсем хăйсен ĕçне юратса, чунтан парăнса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунине пула чыса тивĕçнĕ. Сăмахăм А.Д.Салаева пирки. Ăшă сăн-питлĕ, çынпа васкамасăр та сăпайлă калаçакан хĕрарăма таврара ватти-вĕтти хисеплет.
Анна Димитриевна 1919 çулта Аслă Каçал ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вĕсем 4-ăн пĕр тăван пулнă. Анна — çемьери 2-мĕш ача. Амăшĕпе ашшĕ, Вера Григорьевнăпа Димитрий Федорович Митюковсем, мĕн пенсие тухичченех колхозра тăрăшнă, ачисене те ĕçе хăнăхтарнă.
Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă Анна Митюковăна Нĕркеçри вăтам шкулта пуçламăш классенчи ачасене вĕрентме шанаççĕ. «Ĕçĕме юрататтăм эпĕ. Класа кĕрсен 25—30 мăшăр куç ман çинелле тинкеретчĕ. Чи йышлă класра 38 ачаччĕ. Пурин те вĕренес ĕмĕчĕ пысăкчĕ. Паянхи евĕр, илемлĕ çи-пуç та тăхăнайман вĕсем. Пир е шăтăклă ал шăлли тăрăхĕнчен хул урлă çакса ямалла çĕленĕ сумкăна чернил кĕленчипе пероллă ручка чиксе çÿрекенсемех çирĕп ăс-тăнлă пулчĕç»,— пĕлтерчĕ Анна Димитриевна ĕçри малтанхи утăмĕсене аса илсе. Вăл 1941 çулта Асанкасси вăтам шкулĕнче хăйĕн пархатарлă ĕçне малалла тăснă. «Аслă Отечествăлла вăрçă пынă кунсене хальхи пек ас тăватăп. Эпир, çамрăк хĕрсем, Варвара Бурмакова патĕнче хваттерте пурăнаттăмăрччĕ. Пурте туслă пулнă, хуйхи-суйхине яланах çурмалла пайланă».
Тепĕр тăватă çултан, маттур та пултаруллă каччăпа — Максим Осипович Салаевпа паллашса çемье çавăраççĕ. «Пулас мăшăр 1945 çулта март уйăхĕнче килне курма килнĕччĕ. Çавăн чухне паллашрăмăр та ĕнтĕ унпа. Пысăк туй туман вăл вăхăтра. Пилĕк кун пĕр çемьере пурăннă хыççăн Максимăн каллех вăрçа тухса кайма тиврĕ, мĕншĕн тесен кĕске отпуска кăна килнĕччĕ»,— аса илÿ çăмхине малалла тăсрĕ Анна Димитриевна.
Аслă Çĕнтерÿ хыççăн, 1947 çулта, Максим Осипович та ялти шкулта ĕçлеме пикенет, ачасене нимĕç чĕлхипе математика предмечĕсене вĕрентет.
Ĕçне чунтан парăннă Анна Димитриевна кирек ăçта та ырă ят çеç хăварнă. Хăйĕн пĕлĕвне те, тавракурăмне те ÿстерме ÿркенмен вăл. Çапла вара тăрăшса, тĕрĕс воспитани парса 53 çула яхăн ачасене вĕрентет пултаруллă педагог. Тăван еншĕн, халăх ырлăхĕшĕн нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленипе ял-йыш умĕнче чăннипех те хисепе тивĕçнĕ вăл.
Мăшăрĕ те, Максим Осипович, учительте чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Вĕсем пĕлÿ панă ачасем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Апла пулин те, юратнă учительсене саламлама, шăнкăравлама, килсе курма манмаççĕ.
Тарават хĕрарăм ывăлĕн çемйипе пĕрле кил картинче чăх-чĕп ĕрчетет, пахчара улма-çырла та ÿстерет. Хăтлă çурт таврашне çуллахи кунсенче хитре чечексем илем кÿреççĕ. Иртнĕ кунсенче А.Д.Салаева хăйĕн 90 çулхи юбилейне ачисемпе, тăванĕсемпе тата ял-йышпа паллă турĕ. Кĕрекере пуçтарăнсан Анна Димитриевнăн савăнăç куççулĕ тухрĕ. Ачисемпе чăннипех те савăнмалăх пур. Аслă хĕрĕ, Валентина, Шупашкарти пĕр заводра тăрăшать. Галинăпа Тамара, ашшĕпе амăшĕ çулĕпе кайса тĕп хуламăрта учительте ĕçлеççĕ. Нина вара Северодвинск хулинче ача садĕнче тăрăшать. Ывăлĕ, Анатолий, Мускавра тĕпленнĕ. Кĕçĕнни, Вячеслав, ялти шкулта учительте ĕçлет. Сăмах май, унăн мăшăрĕ те, Тамара Васильевна, пуçламăш класри ачасене вĕрентет. Паянхи кун Анна Димитриевна 17 мăнукпа, 11 мăн мăнукпа савăнать.
Эпир те А.Д.Салаевăна чаплă юбилей ячĕпе саламлатпăр. Яланах ытти çынсемшĕн тĕслĕх пулнă педагогика, ĕç ветеранне тата та нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"