20 января 2010 г.
Вут-çулăм хăрушă. Вăрă килет те пĕр япалана çеç илсе тухса каять, пушар хыççăн вара нимĕн те юлмасть. Çак каларăша пурте пĕлетпĕр. Çапах та «хĕрлĕ автан» сиксе тухасран асăрханмастпăр. Ăшă паракан хатĕрсене хамăр тĕллĕн ăсталатпăр, юсавсăр кăмакасемпе усă куратпăр, выртнă çĕртех сигарет туртатпăр тата ытти те. Çаксем пысăк инкек патне илсе пыраççĕ. Пурлăх çунса кĕлленни çеç мар, çынсен пурнăçĕ татăлать. Шурут ял поселенийĕнчи ялсем район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Вут-çулăм хыпса илсен Комсомольскинчен пушар машинисем çитиччен нумай вăхăт иртет. Юлашки çулсенче вăл тăрăхра пушар та чылай пулнă. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи гражданла оборона ĕçĕсен тата Чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх Комитечĕ, район администрацийĕ, «Урожай» колхоз пĕрлешсе пушар машинисем лартмалли хăтлă гараж тунă. Комсомольскинчен пушар чаçĕнчен хăватлă автомашина парнеленĕ. «Инкек-синкекĕ ан пултăр, халăхпа профилактика ĕçĕсем çеç ирттересчĕ. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен çав енĕпе çеç тăрăшмалла пултăрччĕ,— терĕç çак паллă саманта уçма килнисем.
Ял çыннисемпе шкулта вĕренекенсем умĕнче Чăваш Республикин РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи гражданла оборона ĕçĕсен тата Чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх Комитечĕн председателĕ В.Н.Петьков, район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, «Урожай» колхоз председателĕ А.Н.Ершов, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.К.Алексеев тата ыттисем те тимлĕ пулмалли çинчен каларĕç. Вут-кăварпа кĕрешмелле ан пултăр, вăл сиксе тухасран асăрханас енĕпе ĕçлемелле. Тĕп шухăш çакă пулчĕ. «Гаража тума 1,5 миллион тенкĕ укçа кайрĕ. Икĕ кун ял çыннисем 120-ĕн вăй хучĕç унта»,— палăртрĕ Алексей Никифорович. Паллах, «Урожай» колхоз правленийĕ ĕçе йĕркелесе пынă, строительство материалĕсемпе тивĕçтернĕ.
Кирек ăçта та «хĕрлĕ автан» ан алхастăр. А.В.Каторгин водителе, пушар хуралĕнче ĕçлекен А.В.Мунтайкина, И.В.Шакмакова, Шурут ял поселенийĕнчи ялсенче вут-кăвар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕрех ĕçлеме сĕнер.
Çĕр варринче е кăнтăрла, çулла е хĕлле «хĕрлĕ автан» авăтса çынсен сехрисене ан хăпарттăрччĕ. Çакă вара, чылай чухне, пĕр хамăртан çеç килет. Тимлĕ пулар. Инкек пирĕнтен пăрăнса иртĕ текен шухăша пуçран кăларса пăрахар. Кун пирки районти пушар надзорĕн инспекторĕсем хаçат урлă та пĕлтерсе тăраççĕ, вырăнта тухса та калаçусем ирттереççĕ. Анчах та мĕншĕн вĕсен ырă сунса каланă сăмахĕсене хăлхана чикместпĕр-ши;
Маларах вара Урмаел ял поселенийĕн территорийĕнче пушар машинисем валли хăтлă гараж хута кайнăччĕ. Паянхи кун вут-çулăм хăрушлăхĕ Раççейри, республикăри пекех, районта та çивĕч тăрать. Çавăнпа та РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи гражданла оборона ĕçĕсен тата Чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх Комитечĕ, район администрацийĕ, 31-мĕш пушар чаçĕ, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсемпе ял поселенийĕсем пушар хуралне сыхласа хăварма, унти пурлăх базине çирĕплетме тăрăшаççĕ. Акă, «Алга» ял хуçалăх кооперативĕнчи пушар хуралĕ те вут-çулăма сÿнтерекен çĕнĕ автомашинăпа пуянланчĕ.
Çĕнĕ çул умĕн тĕплĕн юсанă гаража уçма ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи гражданла оборона ĕçĕсен тата Чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх Комитечĕн ĕçченĕсем, район пуçлăхĕ Г.Волков хутшăнчĕç. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен вут-кăварпа кĕрешмелле çеç мар, халăхпа профилактика ĕçĕсем те ирттермелле»,— терĕç вĕсем. Ял халăхĕ ячĕпе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Алга» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.Мифтахутдинов, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин, Р.Хайрутдинов предприниматель, ял поселенийĕн депутачĕ К.Сатертдинов тухса калаçрĕç, тав сăмахĕ каларĕç.
Источник: "Каçал Ен"