20 января 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров 2009 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство ĕçĕ-хĕлĕнче тата ертсе пырас, бизнес-проектсем хатĕрлес çĕрте курăмлă çитĕнÿсем тунă çамрăксемпе студентсем 2010 çулта уйăхсерен Президентăн 1830 тенкĕпе танлашакан стипендине илсе тăрĕç.
Пирĕн район пултаруллă каччисемпе хĕрĕсем те çак чыса тивĕçни савăнтарать.
Анастасия Антонова, Алексей Емельянов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Александр Белков (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), Юрий Перьев (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ), Марина Рубцова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Сергей Петров (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Надежда Мельникова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул педагог-психологĕ), Татьяна Герасимова (Диагностикăпа консультаци центрĕн учитель-логопечĕ), Дина Гибатдинова (Урмаелĕнчи социаллă культура центрĕн директорĕ) чи маттуррисен йышĕнче. Эпир вĕсене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"