АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килчĕ Сочирен çыру...

16 января 2010 г.

Алла çак конверта илсен питĕ тĕлĕнтĕмĕр — кам çырма пултарнă ăна? «Комсомольски ялĕ, «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцине» адреса вуласан тахçанах Сочи хулине тухса кайнă ентешĕмĕртен пуль текен шухăш пуçа кĕчĕ. Алă пĕчĕк кĕнеке евĕрлĕ япалана туйса илчĕ. Конверта уçсан чăнах та пĕчĕкçĕ кĕнеке тата «Салам, тăвансем...» сăмахсемпе пуçланакан çыру куç тĕлне пулчĕç. Тата... ĕç кĕнекийĕн пĕр страницин копийĕ. Унти йĕркесем: «1973 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕ. Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатăн ял хуçалăх пайĕн заведующине ĕçе илнĕ. Редактор Н.Якимов». Ку вырăнтан хăçан кайнине те палăртнă. Çырăва вĕçне çитичченех вуласа тухсан вара авторĕ кам пулни те уçăмланчĕ — Альберт Николаевич Николаев.

...Альберт Николаевич Николаев-Кÿльвар Шупашкар районĕнчи Пăлатка ялĕнче 1939 çулта çуралнă. Иккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн историпе филологи, Ленинградри университетăн журналистика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Тĕрлĕ çулсенче шкулта учительте, Чăвашрадиора корреспондентра ĕçленĕ. Вăл — радио хумĕ çинче çамрăксем валли тухса тăракан «Ăраскал» передачăна уçаканĕсенчен пĕри. «Ăраскалăн» пĕрремĕш кăларăмне шăпах Комсомольскинче хатĕрленĕ. «Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсем тăрăх çÿресе ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене магнитофон çине çыртарнă. Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт иртет: унтанпа 40 çул та иртрĕ! Ырă та таса туйăмсемпе аса илетĕп тĕлĕнмелле хитре самантсене»,— тесе çырать пирĕн пата инçетри ентеш.

А.Николаев хăйĕн мăшăрăпе, Лилияпа, Патăрьелĕнче паллашнă. Вăл — врач. Туслă мăшăр икĕ хĕр — Наташăпа Светланăна çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕсем те, ашшĕ-амăшĕ пекех, пултаруллă, иккĕшĕ те Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, наука кандидачĕсем пулса тăнă.

Николаевсем 1975 çултанпа Сочи хулинче пурăнаççĕ. Унта та алă усса лармасть Альберт Николаевич. «Край кубанский — край казачий» радиопрограмма пуçарнă, ăна хăех ертсе пырать. Вунă çул хушши кашни эрнере пĕрре унăн сассине илтсе киленеççĕ.

Пирĕн ентешсем аякри вырăнсенче те çухалса кайманни савăнтарать те, хавхалантарать те. «Октябрь ялавĕ» хаçатри пĕрремĕш утăмсем усса кайнах Пăлатка каччишĕн.

Альберт Николаевич сăвăсем те хайлать. Вĕсем вулаканăн чунне пырса тивеççĕ, чĕрисенче яланлăхах тарăн йĕр хăвараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика