16 января 2010 г.
«Тавтапуç сана, юратнă чăваш халăхĕ, ытти халăхран нихăш енĕпе те ÿксе юлман, çичĕ юта ура çине пустарман, нихăçан тăшман хурри пулман маттур та пултаруллă ывăлу-хĕрĕшĕн!»
А.АРТЕМЬЕВ, «Алтăр-çăлтăр» повеçрен.
Çыравçă сăмахĕсем Элпуçĕнче çуралса ÿснĕ Зойăпа Григорий Сметанинсен Саша ывăлĕн паттăрла кун-çулĕ çинчен каланă пекех. Вăл 1975 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă, мĕн пĕчĕкрен патвар та çирĕп ÿт-пÿллĕ, хастар чĕреллĕ çитĕннĕ. Васнецов художникăн «Виçĕ паттăр» картининчи Алеша Попович улăпа аса илтерет.
Совет çарне кайиччен Саша Хирти Явăш вăтам шкулне, унтан Кÿкеçри 27 номерлĕ СПТУна пĕтерет. Çар специальноçĕсене алла илет, хĕсметре каччăна командовани «Çар отличникĕ» паллăпа хавхалантарать. Тăван яла таврăнсан, контрактпа милицине ĕçлеме сĕнсен, А.Сметанин — запасри аслă сержант, пĕр иккĕленмесĕр килĕшет. 1996 çулхи октябрьтен Чăваш Республикин Шалти ĕçсен Министерствин ОМОН отрядĕнче службăра тăрать.
Службăри пысăк кăтартусемшĕн 1999 çулта ăна кĕçĕн лейтенант званине параççĕ. Пысăк пĕлÿллĕ специалист, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пычĕ. Хăрушă преступниксене тытса чаракан спецоперацисене те активлă хутшăнать. Кĕтмен çĕртен сиксе тухакан оперативлă лару-тăру шайне тĕрĕс хак панисĕр пуçне, кирек мĕнле задачăсене ăнăçлă пурнăçлама пултарнă.
1998 çултан пуçласа А.Г.Сметанин тăхăр хутчен Раççейри Çурçĕр-Кавказ регионĕнчи Чечен Республикин территорийĕнче спецкомандировкăра пулчĕ — бандформированисемпе террористсене тĕппипех пĕтерме çапăçусене хастар хутшăнчĕ. Заложниксене ирĕке кăларнă операцисене те ертсе пынă.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинчи криминаллă милицин ятарласа тунă «Гром» отрячĕн аслă оперуполномоченнăйĕ А.Г.Сметанин милици майорĕ вунвиçĕ çулта миçе хутчен вилĕм умĕнче пулнине шутласа кăларма та çук. Çак вăхăтра унăн икĕ çывăх юлташĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăшăн кашни аса илмессерен ассăн сывласа куçĕсене пытарма тăрăшать.
Алексей Григорьевича ĕçри паттăрлăхшăн тата Çурçĕр-Кавказ территорийĕнче йĕркелĕхе сыхланă çĕрте хăюлăх кăтартнăшăн «За заслуги перед Отечеством», «За отличную службу в МВД России» орденсемпе тата вунпĕр медальпе наградăланă. Паянхи кун вăл тĕп хулара пурăнать.
Источник: "Каçал Ен"