16 января 2010 г.
Комсомольски шкулĕ — районта чи ватă шкулсенчен пĕри. Вăл уçăлнăранпа 150 çул та иртрĕ. Çак шкула вĕрентÿ ĕçĕн флагманĕ тесен те тĕрĕс пулĕ.
Шкул паян учительсемпе вĕренекенсен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçлекен учреждени пулса тăчĕ. Çакна педагогсем тата вĕренекенсем тăтăшах пуçтарăнса «çавра сĕтелсем», уçă уроксем тата ытти мероприятисем ирттерни те çирĕплетет.
Акă, январĕн 14-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем акт залне пухăнчĕç.
Чăн малтанах шкул директорĕн çумĕ С.В.Михайлова доклад туса пачĕ. 2009—2010 вĕренÿ çулĕн икĕ чĕрĕкĕ вĕçленчĕ. Светлана Васильевна хăйĕн калаçăвĕнче шкулти ĕç-хĕле яр уççăн çутатрĕ. Пуçтарăннисем вĕренÿ процесĕ епле пынипе диапроекторпа схемăсем тăрăх та паллашма пултарчĕç. Коллектив ума лартнă тĕллевсене чăннипех те пурнăçлама тăрăшать. Çамрăк ăрăва вĕрентĕвĕн çĕнĕ мелĕсемпе усă курса пуян ăс-хакăллă, çирĕп пĕлÿллĕ, сывлăхлă çитĕнтерессишĕн вăй хураççĕ кунта.
Шкулти педагогсем вĕçĕмсĕр шыравра. Акă, вырăс чĕлхипе литература учителĕсем Н.И.Воробьевăпа З.Г.Чернова вĕрентÿри инноваци программисене пурнăçа кĕртсе уроксенче проект ĕçĕ-хĕлĕпе тата модуллĕ технологисемпе усă кураççĕ. Пухура вĕсем вĕренекенсем хатĕрленĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç. Çак çĕнĕлĕхсене пула ача шкултанах ĕçе юратакан, шухăшлакан, харпăр хăй пурнăçне тĕрĕс йĕркелеме пĕлекен пулса ÿсет.
Малалла шкул директорĕ А.С.Терентьев муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсен программине пурнăçа кĕртессипе шкул мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Чăннипех те мухтанмалли пур коллективăн. «Вĕрентекенĕн чи малтан хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартмалла, унпа пĕр вăхăтрах кашни ачана пултарулăхне кура аталанма пулăшмалла»,— терĕ Анатолий Семенович хăйĕн докладне вĕçлесе.
Источник: "Каçал Ен"