АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль йыхравлать

13 января 2010 г.

 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 65 çул çитет. Çак сумлă та пĕлтерĕшлĕ уяв кашнин чĕринче пулмалла. Мăн асаттесемпе кукаçисен, аттесен паттăрлăхĕ нихăçан та асран тухмасть. Вĕсем пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, пире мирлĕ, телейлĕ пурнăç парнеленĕ.

Çак уява манăçа кăлармасăр районта та тĕрлĕ мероприятисем ирттерчĕç, малашнехи плансем те паллă. Ял поселенийĕсенчи коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Акă, январĕн 17-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче «Çĕнтерÿ салючĕ» республикăри фестиваль иртмелле. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак уява çÿллĕ шайра йĕркелеме палăртаççĕ. «Все, что не со мной, помню» театрализациленĕ представление Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ паллă тавра пĕлÿçĕне, историке Б.Г.Кокорева халалланă. Унăн паха историне анлăн усă курнă. Борис Григорьевич ячĕпе культурăпа кану центрĕн фойинче ятарлă выставка та йĕркеленĕ. Представление — истори урокне Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем хутшăнаççĕ, кĕçĕнрех çулхи ачасене те уява явăçтарма палăртнă. Мероприятие ачасем хутшăнни, вĕсем Тăван çĕршыв, республика, район историйĕпе паллашни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Программăна тĕрлĕ енлĕ хатĕрлеме тăрăшни те куç кĕрет. Кунта районта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕсене, В.Разумов вице-адмирала та асăнмасăр иртмен.

Республика шайĕнче пулакан «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале кашниех çитсе курма тăрăшмалла. Культурăпа кану центрĕнче сире яланах хавас.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика