26 декабря 2009 г.
Грипп чирĕ кăçал пур çынна та шиклентерчĕ, чирлекенсен йышĕ те пысăк. «Свиной грипп» тени те, вăл наччас сарăлни те пурне те пăшăрхантарчĕ. H1N1 тĕсĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама районти тĕп больница врач-инфекционисчĕ Надежда Николаевна Михайлова килĕшрĕ.
— Надежда Николаевна, H1N1 грипп вирусĕ пирки çырнине-каланине ĕненес пулсан, чăннипех те вăл хăрушă темелле. Мĕнле сиен кÿрет-ха чир?
— Сысна грипĕ çинчен юлашки вăхăтра тĕрлĕ информаци нумай пулнипе, тепĕр чух тата çынсем тĕрĕс мар калаçнипе чăнах та çухалса кайма пулать. Грипп вирусĕсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: А, В тата С. Грипп вирусĕ хăйĕн антиген тытăмĕпе час-часах улшăнма пултарать. Сăмахран, А вирус çулсеренех, В вирус кăшт сайрарах, С вирус çеç улшăнмасть. Çавăнпа та грипп вирусĕн çĕнĕ тĕсĕсем улшăнаççĕ. Кăçал вара эпир А вирусăн H1N1 тĕсĕпе тĕл пултăмăр. Организма çак вирус лекесси эпир хăнăхнă грипп вирусĕ ернипе пĕрех.
— Грипăн çак тĕсĕ ернине мĕнле пĕлмелле-ха апла пулсан?
— Вăл ахаль грипп пекех пуçланать: 3—4 кун хушши ÿслĕк аптратать, сăмса юхать, анчах та температура пулмасть. Чирлекенсен пĕрре тăваттăмĕш пайĕн хăсас килет е варвитти. 3—4-мĕш кунне вара температура хăпарать, шăнтса пăрахма пултарать, сыпăсем канăç памаççĕ тата пуç ыратать.
— Грипăн H1N1 тĕсĕпе чирлесе çын вилнĕ тĕслĕхсем пирки масăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах пĕлтереççĕ. Апла пулсан ăна килти условисенче ниепле те ирттерме юрамасть. Ку çапла-и?
— Тĕрĕсех. Килте сипленмелле мар! Сысна грипĕ чухне пушшех те, пĕрремĕш кунĕнчех врачсем патне пымалла. Анализсене тĕрĕслемелле. Вируслă инфекцие хирĕç кĕрешме ятарлă препаратсемпе усă кураççĕ. Чирлĕ çынсем тÿрех антибиотиксем ĕçме пикенеççĕ. Çапла тунипе организмăн чире хирĕç кĕрешмелли вăйĕ чакать çеç. Врачсене вăхăтра чĕнмелле, пулăшу ыйтмалла.
Çакăнпа çын вилни вара чир йывăр тапхăра куçнипе, килте вăрах сипленнипе çыхăннă. Вĕсенчен чи хăрушши – вируслă тата вируспа бактериллĕ ÿпке шыççи. Чир питĕ хăвăрт аталанать, çын организмĕ хавшать.
Грипран вакцинăлани те чиртен сыхланма пулăшать. Акă, медицина та педагогика ĕçченĕсене «сысна грипĕнчен» вакцинăлама 300 доза вакцина килнĕ. Грипран вакциналăма 500 доза пур. Медицина ĕçченĕсем пурне те пулăшу пама хатĕр.
Хăвăр сывлăхăра упрăр, чире вăраха ямасăр сипленĕр.
Источник: "Каçал Ен"