АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн усăллă иртнĕ

26 декабря 2009 г.

 

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче кунсеренех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Уйăхлăхсене, эрнелĕхсене ачасем уйрăмах йышлăн хутшăнаççĕ. Кунта, паллах, вĕрентекенсем пуçарулăх кăтартнине палăртмалла. Акă, нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче биологи икĕ эрнелĕхĕ иртнĕ. Унта йĕркеленĕ мероприятисене пурне те тĕплĕн асăнса та пĕтереймĕн.

И.В.Максимова Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 1980 çултанпа тăрăшать. Аслă разрядлă вĕрентекен вăл. Икĕ эрнелĕхре, 2009 çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, унăн вĕренекенĕсем стенд тунă, вăйăсенче тупăшнă, лекцисем иртнĕ. Ачасем практика ĕçĕсем пурнăçланă, класс сехечĕсем пулнă, рефератсем çырнă, калаçусем йĕркеленĕ, КВНра тупăшнă, вăйă-çулçÿревсене «кайнă» тата ытти те, тата ытти те... Тематика анлă пулни хăех мероприятисене вĕренекенсем те, вĕрентекен те тĕплĕн хатĕрленнине çирĕплетет. Сывлăх сыхлавĕ пирки те калаçнă, кăмпасем ÿсекен вырăнсенче вăйă евĕр «çулçÿревре» пулни, вĕсемпе паллашни ачасен тавракурăмне чылай ÿстернĕ.

Р.В.Творогова çÿлерех асăннă шкула 1986 çулта ĕçлеме килнĕ. Хăй ăста вĕрентекен пулнине çирĕплетсе панă. Пĕрремĕш разрядлă учитель нумай çул химипе районти методика центрĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Унăн вĕренекенĕсем тăтăшах олимпиадăсене, наукăпа творчество конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Хăй те уçă уроксем çулсерен пĕрре мар парать. Икĕ эрнелĕхре вăл табак туртнин, чăмлак (жевательная резинка) сиенĕ çинчен лекцисем йĕркеленĕ. Хими опычĕсем кăтартнă.

Л.И.Ефремова хатĕрленĕ мероприятисем те икĕ эрнелĕхре пуянлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăнă. Вăл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 1987 çултанпа тăрăшать. Пĕрремĕш квалификациллĕ категориллĕ вĕрентекен. Химипе биологин районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.

Вăл шкулти биологи тата хими предмечĕсене вĕрентекенĕсемпе «2009 год — год земледельца» стенд хатĕрлеме хутшăннă, ÿсентăрансемпе çыхăннă стена хаçачĕ кăларнă. Калаçусем, викторинăсем, вăйăсем, дискуссисем вăл тăрăшнипе сахал мар иртнĕ. Ÿсентăрансемпе çыхăннă ÿкерчĕксен конкурсне те чылайăн хутшăннă.

Икĕ эрнелĕх шкулта чăннипех те пултаруллă вĕрентекенсем пулнине çирĕплетнĕ. Ара, мероприятисене пĕр евĕрлĕ мар ирттерни хăех мĕне тăрать. Хăйнеевĕрлĕх ачасен хавхаланăвне те ÿстернĕ.

Химипе биологи учителĕсем уроксем интереслĕ иртчĕр, ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр тесе паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен технологипе усă кураççĕ. Акă, пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче биологи кабинечĕ валли оборудовани туяннă. Вĕрентекенсем шкулта, районта иртекен мероприятисенче те хастар. Малашне те вĕсем ачасене тарăн пĕлÿ парас, тавракурăмне аталантарас енĕпе çине тăрасса шанатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика