АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пурлăха ан хапсăн

26 декабря 2009 г.

 

Çитес январь уйăхĕнче республикăри экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен оперативлă шырав пайне туса хунăранпа тăватă çул çитет. Унти милици сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ — йĕркене пăхăнманнине хирĕç кĕрешесси, преступлениллĕ ĕçсен çулне пÿлесси, тĕрĕслĕхе тăрă шыв çине кăларасси. Çак çăмăл мар ĕçре шанăçа тÿрре кăларас тесе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшаççĕ.

Шел пулин те, хăйсен ĕç вырăнĕсемпе усă курса ют пурлăха хапсăннă тĕслĕх нумай. Акă, кăçал пĕр ял поселенийĕн тĕп бухгалтерĕ 2003—2004 çулсенче патшалăх укçине вăрланине тупса палăртнă. «Вĕрене мĕн чухлĕ явсан та вĕçĕ пулать»,— теççĕ халăхра. А. тĕп бухгалтер 2003 çулта 22000 тенкĕ, 2004 çулта 17100 тенкĕ вăрланă фактсене регистрациленĕ.

Иртнĕ кунсенче район сучĕ çак ĕçе пăхса тухса Уголовлă кодексĕн 159, 160 статйисемпе килĕшÿллĕн айăплă пулнине палăртнă.

Пирĕн ĕçченсем малашне те ют пурлăха хапсăнакансене тăрă шыв çине кăларĕç.

Енчен те ун пех киревсĕр ĕçсем пирки илтсен, районти шалти ĕçсен пайне 5-14-14 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Кам пĕлтерни вăрттăнлăхра юлĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика