26 декабря 2009 г.
Декабрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем хушшинче «Эверест» суту-илÿ территорийĕнче çĕнĕ, хăйне евĕрлĕ ярмарккă уçăлать. Вăл раштавăн 26-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 10-мĕшĕччен иртет. Унта Çĕнĕ çул ячĕпе ял хуçалăх продукцийĕсен тата выльăх-чĕрлĕхĕн сутăвĕ пулĕ. Унта кăвакалсем, чăхсем, хурсем, кроликсем тата ыттине те сутĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсене, уйрăм çынсене хăйсем çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукцийĕсемпе, выльăх-чĕрлĕхпе суту тума ярмăрккăна чĕнеççĕ. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Марпосадское шоссе, 32. Арендăшăн укçа тÿлемелле мар. Продукцисене прилавоксем, палаткăсем, павильонсем урлă та, автомашинăсем çинчен те сутма пулать.
Ярмăрккана пирĕн районтан та ял хуçалăхĕпе ĕçлекенсем хутшăнасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"