АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав Аслă Çĕнтерĕвĕн паттăр салтакĕсене!

26 декабря 2009 г.

 

Аслă Отечественнăй вăрçă нумай-нумай çынна шар кăтартнă. Çак вăрçăра чылайăшĕ хăйсен çывăх çыннисене: ачисене, мăшăрĕсене, тетĕшĕсене, куккăшĕсене çухатнă. Хаяр тăшман никама та шеллемен, фашистла тапăнса Совет çыннисене тĕп тума тăрăшнă. Мирлĕ халăх кар тăрса вăрçа тухса кайнă. Вăйне, пурнăçне шеллемесĕр алла автомат тытса тăшмана хирĕç çапăçнă. 2010 çулта Аслă Çĕнтерÿ çитнĕренпе 65 çул çитет. Çак паллă уява Раççейре, Чăваш Республикинче, районсемпе хуласенче анлă паллă тума тытăннă.

Районти «Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль старт илнине пĕлтернĕччĕ, тăватă ял поселенийĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма та ĕлкĕрчĕ. Декабрĕн 23-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн артисчĕсем фестивале тăсса районти культурăпа кану центрĕнче куракансене пысăк концертпа савăнтарчĕç.

Нумай-нумай юрă, сăвă пулчĕ концертра. Çĕнтерÿ салючĕпе çыхăннă темăсене вĕсем туллин çутатса пачĕç. Вăрçăпа, мирлĕ пурнăçпа çыхăннă юрăсене артистсем илемлĕ шăрантарчĕç. «Казаки в Берлине», «Русское поле», «Позови меня» юрăсене арçынсен хорĕ куракансен кăмăлне каймалла юрларĕ. Тĕрлĕ юрăсенчен попурри хатĕрлени те илемлĕ пулса тухнă. С.Петров «Русский парень» юрра чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ.

Концертра Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче пурăнакан, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, нумай-нумай наградăна, медале тивĕçнĕ ветерансем И.Салминпа А.Галкин сцена çине тухни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Ватăсем çулĕсене пăхмасăрах «Подмосковные вечера», «Где же вы теперь, друзья-однополчане» юрăсене шăрантарчĕç. Залра ларакансем куççуленмесĕр чăтаймарĕç. Вăрçă ветеранĕсем... Хурçă та мар ĕнтĕ вĕсем, вут чуль та мар, анчах та темĕн тĕрлĕ инкеке, хуйха-суйха та тÿссе тăшмана парăнман, çĕнтернĕ, тăван ене таврăннă.

Салтаксем вăрçă хирĕнчи шав кăшт çеç лăпланнипе усă курса хăшĕсем киле е çывăх çыннисем патне çыру çырнă. А.Ф.Порядков мăшăрĕ, Санюк аппа патне çырнă виç кĕтеслĕ çырăва та вуласа пачĕ ертсе пыракан Н.Плеткина. Чуна пырса тивет вăл. Шел, салтак вăрçăран таврăнайман, юнлă вăрçă хирĕнчех пуçне хунă.

Уяв концерчĕ пурин кăмăлне кайни тÿрех паллă пулчĕ. Артистсене куракансем ура çине тăрсах алă çупса тав турĕç. Тăрăшни, тĕплĕн хатĕрленни, программа тĕрлĕ енлĕ пулни куç кĕрет. Концерта ял поселенийĕ, Нĕркеç вăтам шкулĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем, культура ĕçченĕсем хастар хутшăнни уяв программине туллин хатĕрлеме, куракансене савăнтарма май пачĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика