АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан та пуçне усмасть

23 декабря 2009 г.

 

Çак пултаруллă та хастар, йывăрлăхсене парăнтарса малалла ăнтăлакан хĕрарăма урамра тĕл пултăм. Ĕçĕ-хĕлĕ пирки ыйтса пĕлтĕм. Ăна пирĕн районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Сăмахăм Мария Васильевна Тарасова пирки пырать.

Вăл Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ, Зинаида Михайловна, ялти çĕвĕç цехĕнче мĕн пенсие тухичченех ĕçленĕ. Ашшĕ, Василий Алексеевич, ĕмĕрĕпех колхозра трактористра вăй хунă. Антоновсен çемйинче пилĕк хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ. Мария виççĕмĕш ача пулнă.

Аслă Чурачăк вăтам шкулне вĕренсе тухнă хыççăн хĕр ялти çĕвĕç цехĕнче ĕçлеме пикеннĕ. 1979 çулта тăван ял каччипе — Геннадий Николаевич Тарасовпа çемье чăмăртанă.

Çак маттур та вашават аппаран «Мĕнре-ши вăл хĕрарăмшăн пурнăç илемĕ?», тесе ыйтсан, кăшт шутласа мана çапла хуравларĕ: «Пурнăç илемĕ вăл — ачасенче, юратнă мăнуксенче. Кирек мĕнле çулта та, хуть мĕнле йывăрлăхсем пулсан та хĕрарăмăн пурнăç илемне курма пĕлмелле. Курма кăна мар — çумри тус-юлташсене те туйма вĕрентмелле»,— терĕ Мария Васильевна.

«Тĕнчере çĕр тĕрлĕ кĕнчеле», теççĕ халăхра. Паллах, кашни çыннăн пурнăçра кулянмалли, пăшăрханмалли самантсем те пулаççĕ. Чи кирли, чи хакли вăл – вĕсене парăнтарса малалла талпăнни. Темиçе çул каялла Мария Васильевна çемйине нуша килсе çапать: мăшăрĕ, Геннадий Николаевич, автоаварине лексе йывăр аманать. Çапах мăшăр çак инкеке çĕнтерсе малалла пурăнать. Йывăр пулсан та, Мария пуç усмасть. Пĕр ĕç пĕтсен теприне пикенет. Паянхи кун М.Тарасова хăйĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ялти хуçалăхра кирек хăçан та ĕç тупăнать — ĕçлеме кăна ан ÿркен. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.

Туслă мăшăр 2 ача: хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Анжела хăйĕн çемйипе Комсомольскинче тĕпленнĕ. Вăл — аслă пĕлÿллĕ бухгалтер. Ывăлĕ, Александр, водителе вĕреннĕ. Виçĕ мăнук савăнтараççĕ Маша аппана.

«Пирĕн ял тăрăхĕнче пурăнма питĕ çăмăл. Вырăнти пуçлăхсем патне кирек мĕнле ыйтупа пырсан та «çук» тесе кăларса ямаççĕ. Яланах пулăшма тăрăшаççĕ»,— терĕ Мария Васильевна.

«Кин те, кĕрÿ те — лайăх çынсем. Вĕсем хисеп туни мана вăй-хăват парать. Пуçа усмасăр малалла çирĕппĕн пăхма хистет»,— терĕ хушса.

Çитес кунсенче пултаруллă та ĕçчен хĕрарăм çавра юбилейне уявлать. Эпир те ăна çак ятпа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика