23 декабря 2009 г.
Пирĕн чăваш халăхĕ хăйĕн ĕмĕрхи культурине упраса, аталантарса пыма пултарнăшăн эпир мухтанма тивĕç. Ĕлĕкхи кĕвĕ-çемĕ — чăвашăн пархатарлă илемлĕх туйăмĕ, ăс-хакăлĕ кăмăл-сипечĕ, ăрасна тĕнче курăмĕ тата ытти те.
Шел пулин те, вăхăт иртнĕçемĕн ырă йăла-йĕркесем манăçа тухса пыраççĕ. Сăлтавĕ те пур. Ялсенче хут купăс калама пĕлекенсем пĕтсе пыраççĕ. Хальхи çамрăксем ун çеммипе карталанса ташлама, юрлама та питех ухута мар тесе калас килет. Çапах пур-ха пирĕн хушăрах авалхи йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас, вĕсене çамрăксене вĕрентсе хăварас шухăшлисем.
Вĕсенчен пĕри вăл — «Шÿлкеме» фольклор ушкăнĕ. Çак ушкăн чăннипех те пысăк çитĕнÿ тăвать, халăха концертсемпе савăнтарать. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки вĕçĕ-хĕррисĕр çырса кăтартма пулать. Паян кунхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки вулакансене паллаштарас тесе ушкăн ертÿçипе Валерий Васильевич Фроловпа тата Людмила Степановна Козловăпа тĕл пулса калаçрăм.
— «Шÿлкеме» юрри-кĕвви чăннипех чуна тыткăнлать. Ушкăна районта çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ...
В.В.Фролов: «Шÿлкеме» ушкăна пуçарса яраканĕсем — Вера Алексеевна Козловăпа Лариса Васильевна Алексеева. Ятне те вĕсемех шутласа тупнă. Шÿлкеме вăл — чăн чăваш сăмахĕ. Тенкĕсене, теветсене, мăй çыххине шÿлкеме теççĕ.
Л.С.Козлова: Малтанах ушкăн пĕр вăхăт ятсăр та пулчĕ. Каярахпа хамăртан аслăрах çынсемпе канашланă хыççăн, чăн чăваш ятлă пултăр тесе «Шÿлкеме» ят патăмăр.
— Валерий Васильевич, эсир хăвăр Патăрьел район çынни: унта çуралса ÿснĕ, унтах ĕçлесе пурăнатăр. «Шÿлкеме» фольклор ушкăнне хăçантанпа ертсе пыратăр?
— Ушкăна эпĕ 2006 çулта килтĕм. Унăн çитĕнĕвĕсенчен пĕр тупсăмĕ — чуна тыткăнлакан юрăсем шăрантарнинче, халăха çывăх пулнинче. Эпĕ Аслă Арапуçĕнче 1955 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн алла тракторист специальноçне илнĕ. 1974—1976 çулсенче хĕсметре Казахстан çĕрĕ çинче тăнă. Çартан таврăнсан вара колхозра бригадирта тăрăшнă. Каярахпа культура тытăмĕнче ĕçлеме пикентĕм. Унтанпа 21 çул та çитрĕ ĕнтĕ...
— «Шÿлкеме» фольклор ушкăнĕн репертуарĕнче Сирĕн кĕвĕсем те янăраççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — «Пирвайхи юрату» юрă. Вăл Сирĕн шалти туйăма пула çырăнман-ши?
— Чăнах та, ушкăн эпĕ çырнă икĕ юрра тăтăшах юрлать. Тата тепĕр юрă вăл — «Эх, тăвансемĕр, савăнар». Вĕсем — паллах, шалти туйăмăн вăй-хăвачĕпе çуралнă. Пирвайхи юрату кашни çыннăнах пулать, çавăнпа та ăна кирек хăш вăхăтра та юрласа чуна пусаракансем пулаççех пулĕ тетĕп. Тунсăх «кăшлама» тытăннă самантра çакăн пек юрă пулсан чуна хавхалантарать, пур йывăрлăха та парăнтарма пулăшать.
— Валерий Васильевич, эсир пĕрремĕш хут алла хут купăс миçе çулта тытнă? Кам вĕрентнĕ?
— Манăн атте таврари чаплă купăсçă пулнă, унсăрăн пĕр уяв та иртмен. 6 çулта чух атте хăйĕн купăсне алла тыттарнине ас тăватăп-ха. Ăна вара Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăннă чухне Германинчен илсе килнĕ. Асанне юрланине итлесе ларса, ун хыççăн ĕнĕрлесе кĕвĕ çемĕлеттĕм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтсенче кĕçĕн классене Çĕнĕ çул уявĕсене ирттерме яратчĕç...
— Ушкăн ÿсĕмĕ, паллах, ялти клуб ĕçченĕсенчен те килет. Вĕсен ĕçĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ман шутпа, Йÿç Шăхальпе Юнтапа тăрăхĕнче çак япала иксĕлми пулнине, вырăнти йăла-йĕркесене упрассишĕн чунтан тăрăшакансем пĕтменнине çирĕплетет.
— Паянхи кун «Шÿлкемере» эпир 17-ĕн. Ятарлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ çын пĕрре те çук. Коллективри çынсене пурне те асăнса хăварас килет. Людмила Козлова, Валентина Локатош тата Венера Шагарова — культура ĕçченĕсем, Вера Козлова — библиотекарь. Валентина Алексеева сутуçăпа Зинаида Федорова ферма заведующийĕ те ушкăнра нумай çул. Ял хуçалăх ĕçченĕсем те юрă-ташăра маттур. Вĕсем: Сергейпе Анатолий Даниловсем, Вальăпа Сергей Кузьминсем, Галя Милованова, Светлана Михайлова, Светлана Шагарова тата Рая Кондратьева. Галя Курбатинăпа Вера Кутузова пĕр концертран та юлмаççĕ.
Кашни чăвашăн тĕп тивĕçĕ — несĕлсен ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пыракан хĕлхемне упрасси, ăна çитĕнекен ăрăвăн чĕрисенче упраса хăварасси. Ушкăна çÿрекен Людмила Степановна Козлова чăннипех те пысăк ĕç тăвать, «шÿлкемесем» валли хушпусем вăлах хатĕрленĕ. Пĕртте ÿркенмест вăл.
Сăмах май, Людмила Степановна тăван халăхăн йăли-йĕркине, юрри-ташшине анлăн кăтартас тесе нумай тăрăшать. «Эпĕ мĕн пĕчĕкренех юрлама юрататăп. Юрласа тăван чĕлхе янăравлăхне, кĕпе-тумтир илемне çывăх тăвансене, туссене май пур таран кăтартма тăрăшатпăр. Фольклор ушкăнне çÿренин пĕр сăлтавĕ вăл — чăваш чĕлхипе литература предметне шкул çулĕсенчех юратни. Ăна пире Софья Петровна Майорова вĕрентнĕ. Çак педагога та тав сăмахĕ калатăп»,— терĕ Л.Козлова культура ĕçченĕ.
— Валерий Васильевич, хăвăрăн пултарулăхăра аякри çĕре кайса кăтартнă тĕслĕхсем пур-и?
— Паянхи кун «шÿлкемесем» куракансен кăмăл-туйăмĕсене «Юри-юри килтĕм», «Куккукĕ те вĕçрĕ, куртăр-и?», «Ăçта-ши шăпчăкĕ?» тата ытти юрăсемпе çĕклеççĕ. Шел пулин те, хамăр пултарулăха ытти регионсене çитсе кăтартаймарăмăр. Сăлтавĕ — укçа-тенкĕ çитменнинче. Малашне предпринимательсем пулăшу парсан тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултаратпăр.
Ăнăçу сунатпăр вĕсене, асатте-асаннесен ламран-лама куçакан йăла-йĕркисене упрассишĕн тăрăшакансене. Авалхи кĕвĕ-çемме малалла аталантарса пыма пултаракансене Турă сывлăх патăрах.
Источник: "Каçал Ен"