АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлешсе ĕçлесчĕ

23 декабря 2009 г.

 

Çĕршыв аталанăвĕ, культура шайĕ тата ытти те паянхи çитĕнекен ăруран нумай килет. Шел, çул çитмен ачасен çапкаланса çÿресси, преступлени çулĕ çине тăрасси пирĕн районта та пур-ха. 16—18 çула çитичченхи ачасем ытларах аслисенчен тĕслĕх илеççĕ. Вĕсен хăвăртрах çитĕнсе çитес килет. Çавăнпа çăвара пирус хыпаççĕ, алла сăра кĕленчи тытаççĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет. Кăçал 5 вĕрентÿ учрежденийĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче, Йăлмахва пуçламăш шкулĕнче, Хирти Выçли пуçламăш шкулĕ — ача садĕнче педагогика коллективĕ тата дирекцийĕ ачасемпе профилактика ĕçĕсене мĕнле туса пынипе интересленнĕ.

Шкул çулĕнчи пур ача та вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрет. 36 инвалид-ача килте вĕренет.

Диагностикăпа консультаци центрĕн тата опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен специалистсем шкул çулне çитсе пыракан ачасене малтанах тĕрĕслеççĕ. Хăш-пĕр енĕпе аталанса çитейменнисене республикăри ятарлă шкул-интернатсене яма тăрăшатпăр.

Çуллахи каникул кунĕсенче ачасем хăйсене ирĕклĕрех туяççĕ. Хăвăрт тĕттĕмленмест, çанталăк ăшă... Çакă çапкаланса çÿреме те, преступлени çулĕ çине тăма та меллĕ. Ачасем çу кунĕсене усăллă ирттерччĕр, канччăр, сывлăхĕсене çирĕплетчĕр, ĕçлеччĕр тесе 15 шкул çумĕнче кĕçĕн тата аслă классене валли уйрăм лагерьсем йĕркелерĕмĕр. Ку тĕллевпе район бюджетĕнчен 406 пин, соцстрахăн регионти фондĕнчен 765 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсемсĕр пуçне ытти çăлкуçсенчен те ачасен канăвне йĕркелеме укçа-тенкĕ чылай уйăрнă. Цифрăсене асăнса тăмăпăр, чылай ашшĕ-амăшĕ ачи çулла вăхăта мĕнле ирттернине каплах пĕлет. Чылайăшĕ çавăн пек лагерьсем паха пулнине çирĕплетет. Кунсăр пуçне 1110 вĕренекен шкул çу-мĕнчи ĕç бригадисенче тăрăшнă. Çапла вара 6—15 çулсенчи 2475 ача, е пĕтĕм вĕренекенĕн 79,4 проценчĕ канăва усăллă ирттернĕ.

Районти вĕрентÿ пайĕ çул çитмен ачасем сăлтавсăрах шкула кайманни е уроксене сиктерни пирки те интересленет. Ку енĕпе информаци район прокуратурине çитет. Тишкерсе пăхрăмăр та, ун пеккисем Комсомольски 2-мĕш, Аслă Чурачăк, Нĕркеç вăтам, Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче нумай. Ку шухăшлаттармалла. Ăçта çÿреççĕ вĕсем шкула килмен чухне, мĕн тăваççĕ? Уйăхсеренех «Таныш» пасара та тухатпăр. Сăлтавсăрах шкула кайман ачасем çук-и? Ачасем уроксенче ларнă чухне вĕсен пасарта мĕн тумалла?

Районти вĕрентÿ пайĕ пурнăçланă ĕçсене пурне те каласа пама та çук пулĕ. Анчах та вĕсем сăмах çинче çеç, ячĕшĕн çеç пулса пымаççĕ. Усси пурах. Малашне шкул, ял поселенийĕсен, кÿршĕ-аршăн, ял çыннисен пирĕнпе пĕрле çак енĕпе ĕçлесчĕ. Чи малтанах, паллах, ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика