23 декабря 2009 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, раштав уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Нĕркеçри вăтам шкулта пĕртăван Петрпа Николай Гладковсене халалласа шашка турнирĕ иртрĕ. Ăна юратакансем Петрпа Николай Федоровичсене лайăх пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче республика тата республика тулашĕнчи ăмăртусене хутшăнса вĕсем пысăк ÿсĕмсем тунă. Петр Федорович спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарнă. Ăмăртăва унăн йăмăкĕ Лена, шăллĕ Толя, ывăлĕ Федя, Николай Федоровичăн ывăлĕ Володя ирттерме пулăшса хăйсем те турнира хутшăнчĕç.
Тупăшу тăватă ушкăнпа иртрĕ. Шкул ачисем хушшинче Хирти Мăнтăр шкулĕнче вĕренекен Константин Данилов пĕрремĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Нĕркеç вăтам шкулĕн ачисем — Никита Волковпа Андрей Данилов тивĕçрĕç. Хĕрсем хушшинче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекен Вера Платонована çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта Настя Тишова (Нĕркеç шкулĕ), виççĕмĕш — Дина Иванова (Шупашкар хулинчен).
Хĕрарăмсем хушшинче Света Смирнова (Нĕркеç) пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Лена Иванова (Шупашкар), виççĕмĕш — Мария Гладкова.
Арçынсенчен вара турнирта 13 çын вăй виçрĕ. Çичĕ вăйăра 6,5 очко пухса пĕрремĕш вырăна спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Индюков çĕнсе илме пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — В.Голубевпа Н.Максимов шашистсем.
Ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме спонсорсем нумай пулăшрĕç.
Источник: "Каçал Ен"