23 декабря 2009 г.
Шкулта ют чĕлхене тарăн вĕренни малашнехи пурнăçра пысăк пулăшу кÿрет. Халĕ ăçта кайсан та ăна лайăх пĕлнине ыйтаççĕ. Çавăнпа та ачасен тавракурăмне анлăлатас тесе шкулта чылай ĕç пурнăçлатпăр. Уроксене интереслĕ ирттересси те — педагогăн тивĕçĕ. Предмет эрнелĕхĕсем, уйăхлăхĕсем йĕркелени те вĕренекенсемшĕн усăллă. Акă, нумаях пулмасть шкулта ют чĕлхе предмечĕпе декада иртрĕ. Ăна халалласа ятарлă стенд хатĕрлерĕмĕр.
6—7-мĕш классем хушшинче тĕрлĕ конкурссем ирттертĕмĕр. Чи маттурри 6-мĕш «б» класс пулчĕ. 4-мĕш «а», 9-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем сăвва лайăх калас енĕпе тупăшрĕç. Кунта Л.Карсакова, Т.Иванченко, Т.Самукова çĕнтерчĕç. 4-мĕш «б», 5-мĕш «б» классенче вĕренекенсем ют чĕлхепе юмах лартса пачĕç. Çиччĕмĕшсемпе вуннăмĕшсем КВНа хутшăнчĕç. «Рождественские забавы» конкурсра пиллĕкмĕшсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. А.Титова (10-мĕш «а» класс) ятарлă презентаципе паллаштарчĕ.
Педагогсем те декадăна хастар хутшăнчĕç. С.В. Афки, З.П.Иванченко уçă уроксем кăтартрĕç. Декадăна хутшăнса ачасем хăйсене валли чылай информаци пĕлчĕç, пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Источник: "Каçал Ен"