23 декабря 2009 г.
Умра — Çĕнĕ çул. Çак пысăк уява çÿллĕ шайра, пăтăрмахсăр ирттерсе ярасчĕ. Çак тĕлевпех тата ытти нумай-нумай ыйтăва татса парас тесе декабрĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче анлă канашлу иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чи малтанах чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен специалист Н.Хайруллов тухса клаçрĕ. Вăл уйрăмах уявсенче тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. «Çак вăхăтра ял поселенийĕсенче ятарлă дежурство йĕркелемелле, шывпа вăхăтра тивĕçтермелле, вăл чăрмав кăларса тăратмалла мар. Вĕрентÿ, культура заведенийĕсем уява хĕтĕррине çирĕп тĕрĕслемелле, яваплă çынсене палăртмалла. Пермь хулинче пысăк инкек пулнă хыççăн уйрăмах асăрханулăха ÿстермелле. Заведенисенче, килте пиротехника хатĕрĕсемпе пачах та усă курма юрамасть, инкек тÿсесси те çавăнтах. Пиротехника хатĕрĕсене туяннă чухне те тимлĕ пулăр. Сертификатпа паллашăр»,— терĕ вăл калаçăва пĕтĕмлетсе. Пиротехника темине хускатса район прокурорĕн çумĕ Е.Илларионов та сăмах илчĕ. Вĕсем пиротехника хатĕрĕсене сутакан центрти виçĕ магазина тĕрĕсленĕ (çитес вăхăтра ялсене те çитесшĕн). Çак суту-илÿ точкисенче те çитменлĕхсене тупса палăртнă, протокол çырнă. «Пĕр магазинĕнче вара кăçал январь уйăхĕнчех срокран тухнă петардăсене сутлăха кăларнă. Ку чи малтанах ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать, ăна ытларах вĕсем туянаççĕ»,— тет прокурор çумĕ. Культура учрежденийĕсене те çирĕп тĕрĕсленĕ прокуратура ĕçченĕсем. Тĕслĕхрен, районти нумай культура çуртĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн сигнализацийĕ çук. Çакна вара вĕсем кĕске вăхăтрах пурнăçлама ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен паянхи пурнăçра вăл заведенисемшĕн калама çук кирлĕ.
Çĕнĕ çул уявĕсенче те, раштав каникулĕсенче яваплăха туйса ĕçлемелле. Уйрăмах чи малтан пулăшу паракан службăсен: 01, 02, 03, 04, электросеть ĕçченĕсен кунĕн-çĕрĕн дежурство йĕркелемеллине лайăх пĕлеççĕ. Ку енĕпе ĕçсене пурнăçланине, яваплă çынсене палăртнине, дежурство графикĕсене çирĕплетнине пуçлăхсем пĕлтерчĕç те. Районти тĕп больница раштав каникулне пăхмасăрах январĕн 4, 6, 8, 9-мĕшĕсенче ĕçлет.
Канашлура специалистсемпе пуçлăхсем пуçтарăнса хумхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явни кашнийĕншĕнех усăллă пулчĕ. Палăртнă ĕçсене уявччен пурнăçламаллах. Уявра тулли кăмăлпа савăнар, тимлĕ пулар.
Источник: "Каçал Ен"