19 декабря 2009 г.
Нумаях пулмасть Урмаел вăтам шкулĕнче ал вăйне виçес енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта ачасем йышлăн хутшăннă. 45, 50, 55, 60, 65 килограмлă виçесенче С.Шкаблев, Д.Семенов (иккĕшĕ те Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен), М.Мжгиев, Д.Амерханов, И.Садыков (пурте Урмаел вăтам шкулĕнчен) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ С.Красилов 70 килограмлă, Тукай Мишер ялĕнчи И.Зайнуллин 70 ытла килограмлă виçере мала тухнă.
Хĕрсем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ пулнă. Кунта тĕрлĕ виçсесенче И.Мухутдинова, К.Шикарева (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), Д.Мифтахутдинова (Урмаел вăтам шкулĕ), Г.Зайнуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), И.Биктимирова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), И.Ахметова (Урмаел вăтам шкулĕ) палăрнă.
Ăмăртăва ял поселенийĕнчен те командăсем чĕннĕ. Тупăшăва виççĕшĕнчен çеç килнĕ. Тукай, Хирти Сĕнтĕр, Комсомольски ял поселенийĕсенче кăна армрестлинга кăмăллаççĕ-ши? Ĕненес килмест. Вырăнти пуçлăхсен пуçарăвĕ пулман пулĕ? Ял поселенийĕсенчен килнисенчен В.Калашникова çĕнтерекенни пулмарĕ.
Малашне кун пек тупăшусенче ачасем те, аслисем те ытларах хутшăнасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"