19 декабря 2009 г.
Çĕнĕ çул уявĕ çывхарать. Унччен вăл вăхăтра бенгали çулăмăпе е тĕрлĕ тĕслĕ конфеттисенчен тăракан хлопушкăсемпе çеç усă кураттăмăрччĕ. Халĕ вара кăткăсрах пиротехникăлла хатĕрсем вĕсен вырăнне йышăнчĕç. Петардăсене, фейерверксене, ракетницăсене пула вут-çулăм тата тĕрлĕрен инкексем сиксе тухнă тĕслĕхсем çĕр-шывра сахал мар пулнă. Çавăнпа та асăрханулăх йĕркисене пăхăнмаллине аса илтересшĕн.
Пиротехника хатĕрĕсенчен хăшĕнпе тата ăçта фейерверк ирттересси пирки малтанах шухăшламалла. Ăна уçă вырăнта – картишĕнче е уçланкăра чĕртме тăрăшмалла. 100 метр радиусра пушар тухас хăрушлăх кăларса тăракан объектсем пулмалла мар. Çулçă, лăсăллă турат, типĕ курăк, утă пулсан вут-çулăм сиксе тухасран асăрханмаллине пĕлтерет. Çил вăйлă чухне те тимлĕхе ÿстермелле. Фейерверк чĕртнĕ вырăнтан куракансен 35-50 метр айккинелле, çиле май тăмалла. Фейерверк юлашкисем çынсем çине пырса ан лекчĕр. Енчен те сирĕн картиш лаптăкĕ пĕчĕк пулсан çÿлелле вĕçсе хăпаракан пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть. Петардăсем, хлопушкăсем тата çĕр çине пăрахмалли хатĕрсем çеç пулччăр. Кун пек чухне те кил-çуртран, хуралтăсенчен айккинерех кайма тăрăшăр.
Пиротехникăпа усă курмалли инструкципе тĕплĕн паллашăр. Унпа çил çеккунтра 5 метртан хăвăртрах вĕрсен усă курма юрамасть. Пиротехникăна çынсем, выльăх-чĕрлĕх, çунакан япаласем, йывăçсем, электричество пралукĕсем, хуралтăсем çывăхĕнче чĕртмелле мар. Хлопушкăсем, бенгали çулăмĕ тата хăш-пĕр фонтансемсĕр пуçне ытти салютсене алăпа тытса тăмалла мар. Вĕсемпе усă курнă чухне çывăхра пĕшкĕнме юрамасть. Юсавсăр тата усă курмалли вăхăчĕ тухнă япаласем инкек кăларса тăратма пултараççĕ. Хваттерсенче, çуртсенче хлопушкăсемсĕр, бенгали çулăмĕсĕр тата фонтансемсĕр ытти пиротехника хатĕрĕсене чĕртмелле мар. Ачасене хăйсем тĕллĕн вĕсемпе усă курма чармалла. Çул çитмен çамрăксене те сутмалла мар. Йĕпеннĕ пиротехника хатĕрĕсене батарейсем тата ăшă паракан ытти вырăнта типĕтме юрамасть.
Хăвăр тĕллĕн ăсталанă пиротехника хатĕрĕсемпе усă ан курăр. Вĕсене туянннă чухне сертификат, вырăсла çырнă инструкци, усă курмалли вăхăта палăртни пулнине сăнăр. Хатĕр çинче çĕмĕрĕлнĕ, ваннă паллăсем пулсан ун пеккине ан туянăр. Пиротехникăра çунакан япаласем пур, вĕсене тĕрĕс мар упрасан пушар тухма пултарать, çынна амантас хăрушлăх та пур.
Çĕнĕ çул сирĕн кил-çурта савăнăç çеç илсе килтĕр. Çавăнпа та хăвăрт тивсе каякан хатĕрсемпе асăрхануллă пулăр.
Источник: "Каçал Ен"