16 декабря 2009 г.
Çитес вăхăтра автомобилистсен хăйсен аптечкине çĕнĕ правило ыйтнă пек комплектлама тивет. Унта бинт ытларах пулĕ, эмелсем пулмĕç, вăл шутра — йод та, зеленка та.
Çул çинче инкеке лексен вунă тĕслĕхрен тăххăрăшĕнче медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне памалла — сурана çыхмалла, жгут хурса юна чармалла. Çул çинче сывлăх енĕпе йывăрлăх сиксе тухсассăн пирĕнтен чылайăшĕ аптечкăри эмел пирки аса та илмест. Медицина ĕçченĕсем ку ене ырламаççĕ. Çитменнине тата çулталăк хушшинче автомашина çинчи эмелсем хăйсен пахалăхне çухатман тесе кам çирĕплетме пултарĕ? Пирĕнтен хăшĕ хĕллехи шартлама сивĕ е çуллахи чăтма çук шăрăх кунсенче аптечкăна автомобиль çинчен кăларса хурать.
Пĕр сăмахпа каласан, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Раççей опытне Европăрипе танлаштарнă хыççăн çакна палăртнă: çул çинче инкеке лекнисене пĕрремĕш пулăшу парас тесен пирĕн аптечкăсем сахал витĕм кÿреççĕ — пысăк мар виçĕ бинт сурана çыхма çителĕксĕр. Çитменнине тата темиçе çын суранланнă пулсан пушшех те. Çав вăхăтрах сарăхса кайнă анальгинпа аспирина васкаса ĕçнĕ хыççăн пулăшу вырăнне сиен тÿсме пултаратăн. Европăри çĕршывсенче, пĕринче те, стандартлă автоаптечкăсенче эмелсем çук.
Автоаптечкăсемпе медицина пĕлĕвне илмен çынсем çул çинчи инкекре пĕрремĕш пулăшу панă чухне ытларах усă кураççĕ, çакă çĕнĕлĕхе ăша хывма хистет.
Çĕнĕ аптечка йÿнерех пулмалла, унта жгут, хачă, искусственнăй майпа сывлăш çавăрса илме пулăшакан аппарат юлмаллах.
Статистика пĕлтернĕ тăрăх, паян кашни иккĕмĕш çын инкекре васкавлă пулăшу автомашини çитичченех вилсе каять. Европăра васкавлă пулăшу шутлă минутсенче чĕннĕ çĕре çитет, пирĕн вара сахалтан та 20—25 минутра кăна. Темиçе çул каялла вара, медицина ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, вăтамран 45 минутран кăна пулăшу пама çитнĕ. Çавăнпа та кашни водителĕн пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмеллех.
Источник: "Каçал Ен"