16 декабря 2009 г.
Чи асамлă, чуна çепĕçлĕх парнелекен сăмах вăл — анне. Анне пепкене çут тĕнче парнелет. Выляма, калаçма, вулама, утма вĕрентекенĕ те вăлах. Çемье ăшши парнелекенĕ те анне. Килте хĕрарăм пуртан ăшă, хăтлă, илемлĕ. Çакна амăшĕ хĕрне, хĕрĕ хăйĕн тĕпренчĕкне парать. Йăхран йăха куçса пырать хĕрарăм ăш пиллĕхĕ.
Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Потаповсен килĕнче те çаплах. Кунта килĕштерсе, пĕр- пĕрне сума суса пурăнаççĕ. Кил-çуртра ватти ватă вырăнĕнче, çамрăкĕ те хăйĕн вырăнне лайăх пĕлет. Сас хăпартса калаçнине те илтмен вĕсене нихăçан та. Пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ. Ольга Захаровна — çемьери чи ватă çын, вăл çитес çул 91 тултарать. Çулĕсене пăхмасăрах ватă вăр-вар та маттур. Кил-картишĕнчи ĕçе пурнăçлать, пахчана тухать. Алĕç тума та ÿркенмест. Пушă вăхăтра хаçат-журнал вулать, телевизор пăхать. Çăмăл килмен Ульха аппан пурнăç çулĕ. Мăшăрĕ, Андрей Григорьевич, вăрçăран аманса таврăнсан нумай пурăнайман. Хĕрарăм виçĕ ачипе 31çултах тăлăха тăрса юлнă. Вĕсене пĕчченех ура çине тăратнă, мăшăрлантарнă. Ульха аппа колхоз ĕçĕнчен нихăçан юлман, чылай çул бригадирта та тăрăшнă. Çурт лартма вăй çитернĕ. Халĕ ĕнтĕ Николай ывăлĕн çемйипе çĕнĕ кил-çуртра пурăнать.
«Хунямапа нихăçан та вăрçăнса курман. Килĕштерсе 34 çул пĕрле пурăнатпăр. Çак вăхăтра савăнăçĕ те, хуйхи те пулнах. Вăл ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани пама пулăшнă, ырра вĕрентнĕ. Ĕç пăрăхса ачапа килте ларман, пăянам пăхнă. Уншăн ăна тавах. Халĕ мăн мăнукĕсемпе чунтан савăнать»,— тет кинĕ Раиса Николаевна. Маттур кин хунямаран чылай ăсталăха вĕреннине те пытармасть. Ахальтен каламан ĕнтĕ: «Ватă çын — тăватă çын»,— тесе. Пурнăç çулĕпе пĕрле утма май килнишĕн савăнаççĕ Потаповсем. Сăмах май каласан, Раиса Николаевна амăшĕ те, Пелагея Ивановна Шуряшкина, 92 çулта. Вăл та маттур çÿрет, сывлăх çине ÿпкелешмест. Пелагея Ивановна Шурут-Нурус хĕрĕ пулнă. 17 çултах Çĕнĕ Мăрат каччине Николай Платоновича качча килнĕ. Çамрăклăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ, мăшăрне вăрçа илсе кайнă. Алăри ачапа тăрса юлнă вăл. «Аннен пурнăçĕ çăмăл килмен. Хуняшшĕпе, хунямăшĕпе пурăннă. Колхозра тăрăшнă. Хаяр вăрçă вăхăтĕнче мăшăрĕ вилнĕ тесе хура хут та килет. Ĕненмест ăна анне, çаплах мăшăрне кĕтет. 1946 çулта нимĕç салтакĕсемпе пирĕн çĕршыв салтакĕсене улăштараççĕ. Атте те пулнă çак йышра, вăл чĕрĕ-сывă тăван ене таврăнать. Анне мăшăрĕ сывă пулнине чĕрипех туйнă ĕнтĕ, миçе çул кĕтет-çке ăна вăл. Аттепе анне 3 хĕрпе 4 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.
Атте çав тери пултаруллă, маттур çын пулнă. Çĕвĕç профессине алла илнĕ вăл. Пире, ачисене, шкула çÿреме костюм, пальто, кĕпе-йĕм çĕлесе панă. Ялти çынсене те хирĕçлемен, Карттуссем пит нумай çĕлени халĕ те куç умĕнчех. Çак ĕçпе вăл пушă вăхăтра çеç аппаланатчĕ. Атте чылай çул ялти радиоузелта та ĕçленĕ, свет кĕртсе çÿренĕ. Пире яланах ĕçе хăнăхтарнă. Ĕç çынна илем кÿрет тесе пĕрре мар асăрхаттарнă»,— сÿтет сăмах кĕнчелине Раиса Николаевна. Вăл та ĕçре чи маттуррисенчен пĕри. Мĕн вĕренсе тухнăранпах экономистра ĕçленĕ. Тăманлă Выçли кирпĕч заводĕнче чылай çул тăрăшнă. Халĕ ĕнтĕ вăл тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕ, Николай Андреевич, ăста педагог. Ялти вăтам шкулта ачасене физика, математика, астрономи предмечĕсене вĕрентет.
Потаповсен килĕнче тирпейлĕх хуçаланать. Эрешсем куçа илĕртеççĕ. Кунти кавирсене, кресло-тенкел çиттисене, минтер пичĕсене, алăк каррисене Раиса Николаевна хăех тĕрленĕ. Мĕн чухлĕ чечек тата вĕсен килĕнче, савăчĕсене шутласа та пĕтереймĕн, чÿречесем çинче кăна вун-вун савăт. Хĕрарăм вĕсене чунтан юратни тÿрех паллă. Маттур та ĕçчен, пултаруллă çынсем Потаповсем. Пĕр ĕçрен те пăрăнмаççĕ вĕсем. Пахчара тĕрлĕ йышши улма-çырла çитĕнни, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулни те çакна çирĕплетет мар-и? Килĕшÿ те çирĕп сывлăх сунатпăр вĕсене.
Источник: "Каçал Ен"