12 декабря 2009 г.
Наркотик вăл — наркăмăш. Çыннăн пуç мимине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аркатса пырать.Çавăнпа нерв тытăмĕ пăсăлать, ытти органсене те витĕм кÿрет, сиенлет. «Момент» клея е бензина тăтăшах шăршлани виçĕ-тăватă уйăхранах çыннăн ăс-тăнне, шухăшлама пултараслăхне чакарать.
Кантăр тăватă-пилĕк çултан хăйĕн сиенлĕхне кăтартать. Морфинпа усă куракан вара икĕ-виçĕ уйăхранах çынлăхне çухатать. Кокаин вара çынна тăватă çултан ытларах пурăнма памасть.
Наркотиксем кашни çын организмне пĕр вăхăт канăçлăх кÿреççĕ, каярах вара пысăк сăтăр туса хăвараççĕ.
Районта шкулта вĕренекенсемпе наркотик сиенĕ пирки ăнлантару калаçăвĕсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Çакăнта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци ирттерни пысăк витĕм кÿрет.
Уйрăмах çул çитмен çамрăк ачасене ырлăх туйăмĕпе пурăнма чĕнсе калатăп. Сывă пурнăçа пăхăнса пурăннине нимĕн те çитмест.
Источник: "Каçал Ен"