АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене чĕрере упраса

12 декабря 2009 г.

 

Декабрĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Паттăрсен кунне 2007 çултанпа уявлаççĕ. Çак пулăмăн историйĕ аваллăхран пуçланать. Чи малтан ăна II Екатерина императрица Таса Георгий Çĕнтерÿçĕ орденне çирĕплетнĕ хыççăн, 1769 çулта палăртма тытăннă. Унпа çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтаксене чысланă. Кăçал ăна пирĕн районта та анлă паллă турĕç..

Акă, Нĕркеç вăтам шкулĕнче те çак куна уявларĕç. Мероприятие директор çумĕ В.В.Петрова уçрĕ. Вăл пухăннисене Совет Союзĕн, Раççей Геройĕсем çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ. Çавăн пекех пуçтарăннисем слайдсем тăрăх Афган тата Чечня çĕрĕсем çинче хăйсен тивĕ- çĕсене çÿллĕ шайра пурнăçланă салтаксемпе те паллашрĕç.

Малалла историпе тата общество предмечĕсемпе вĕрентекен В.В.Воронов Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăхпа палăрнисем çинчен каласа пачĕ.

Каярахпа вара пухăннисем вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Каласа хăвармалла: Нĕркеç вăтам шкулĕнче паллă кунсене халалласа тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Кунта, паллах, шкул директорĕн Надежда Александровна Петрован тÿпи те пысăк.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика