12 декабря 2009 г.
РФ Премьер-министрĕ В.Путин халăх çыравне 2010 çулхи октябрĕн 14—25-мĕшĕсенче ирттересси çинчен йышăну кăларнă. Маларах çак мероприятие каярах вăхăта хăварнă пулнă. Халĕ çĕршывĕпех, вăл шутра пирĕн районта та, хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Организациллĕ план хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Пирĕн районта 5 çырав участокĕ, 18 инструктор участокĕ, 73 шутлав участокĕ пулать.
1-мĕш çырав участокне Александровка, Кайнлăк, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсем кĕреççĕ.
2-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел, Элпуç, Шурут ял поселенийĕсем пулаççĕ.
3-мĕш суйлав участокĕ Урмаел тата Чĕчкен ял поселенийĕсенчи кăтартусене йышăнĕ.
Тукай тата Хырхĕрри ял поселенийĕсем 4-мĕш çырав участокне кĕрĕç. 5-мĕш çырав участокĕ Комсомольски ял поселенийĕнче вырнаçĕ.
Хальхи вăхăтра çырав тапхăрĕ валли пÿлĕмсем хатĕрлеççĕ, инструкторсемпе çыравçăсене çирĕплетеççĕ. Ятарлă комисси планпа ĕçлет. Ăна пăхса тухса йышăннă. Эпир унпа килĕшÿллĕ ĕçлетпĕр. Çыравçăсене пуçтарса ăнлантаратпăр, кирлĕ канашсем паратпăр. Çырав вăхăтĕнче никам та сиксе ан юлтăр тесе тăрăшатпăр.
Источник: "Каçал Ен"