12 декабря 2009 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале декабрĕн 10-мĕшĕнче Хырхĕрри ял поселенийĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ малалла тăсрĕ. Шел пулин те, комсомольскисем сивĕрен хăранипе-ши, çак каç районти культурăпа кану центрне йышлăн пухăнмарĕç. Залра куракансенчен чылайăшĕ хырхĕррисем пулчĕç. Сцена çине тухакан артистсене, тен, ентешсем тăвăллăн алă çупни те пысăк хавхалану кÿчĕ.
Кану каçне Хырхĕрри ял тăрăхĕнчи пĕрлештернĕ хор «Ой, по над Волгой» юрăпа пуçларĕ. Хорта тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илнĕ çынсем: рабочисем, учительсем, библиотекарьсем тата ыттисем те. Вĕсене мĕн пĕтĕçтерсе тăрать-ха? Хуравĕ паллă: ăсталăхпа маттурлăх. Капăр тумланнă чăваш пикисемпе сатур каччăсем «Фронтри туссем», «Савнă ялăм хитре» юрăсене пĕрин хыççăн теприне янăратрĕç.
Леида Макарова пенсионеркăпа Надежда Корнилова почтальонка «Шли два героя» юрăпа пухăннисен чĕрисене тыткăнларĕç. Диана Ятманова тата Анастасия Горбунова вĕренекенсем куракансене «Россиюшка моя» тата «Мама» ятлă юрăсене парнелерĕç.
Концерт программинче вăрçă çулĕсенчи юрăсенчен попурри хатĕрлени те хăйне евĕрлĕ пулчĕ.
Ятарлă пĕлÿ илмен çынсем сцена çине тухса хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытни пирĕн, куракансен, кăмăл-туйăмне хускатать. Акă, Людмила Нямукова бухгалтер юрланă «Гляжу в озера синие», «Нежность» юрăсем чуна тыткăнларĕç. Людмила Нямуковăпа Александр Порфирьев художество руководителĕ шăрантарнă «Ах, палан» юрă та пурне те килĕшрĕ.
Тÿрех каламалла, залри çынсем те, жюри членĕсем те хырхĕррисем фестивале тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕç. Концерта вăрçă темине туллин çутатакан юрăсем кĕртни илемлĕ пулчĕ.
Программăна Вера Горбунова тĕп библиотекарьпе культура çурчĕн директорĕ Татьяна Бормотина хатĕрленĕ. Концерта Галина Белкова ертсе пыни те килĕшрĕ.
Малалла фестивале тăсса декабрĕн 17-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнчи артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.
Источник: "Каçал Ен"