АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисен каçа юлса çÿремелле мар

09 декабря 2009 г.

 

Районти çул çитмен ачасем хушшинче преступлени çулĕ çине тăракансем йышланни пăшăрхантарать. Кăçалхи 11 уйăхра вĕсем 10 преступлени тунă, пĕлтĕр 8 пулнă. Вĕсенчен 8-шĕ вăрлассипе çыхăннă. Пиллĕкĕшне ушкăнпа, каçпа 1 тата 5 сехетсенче тунă. Пире уйрăмах ашшĕ-амăшĕ ачисем çине тимлĕх уйăрманни пăшăрхантарать. 9 класс е вăтам шкул пĕтернĕ çамрăксем вĕренме те, ĕçлеме те каймаççĕ. Каçпа эрех-сăра сутакан заведенисенче лараççĕ, автомобильсемпе катаччи чупаççĕ.

Сăмаха тĕслĕхсемпе çирĕплетем-ха. Акă, С. çамрăк РОСТОра вĕреннĕшĕн тÿлемелли укçине автомашина туянма янă. Вăл тепĕр М. çамрăкпа Александровка ялне вĕçтерсе çитнĕ. Пĕр картишĕнче ларакан автомашина çинчен магнитола тата сасă колонкисене йăкăртнă. Вĕсене 5—6 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.

Тепĕр тĕслĕх: кăçалхи июль уйăхĕнче каçпа С. тата И. çул çитмен çамрăксем «Перекресток» кафере ларнă. Ирхине 4 сехетсенче, килĕсене кайма тухсан, Комсомольски тĕлĕнчи остановка çывăхĕнче груз турттармалли «Вольво» автомашинăна асăрхаççĕ. Кабинăра водитель çывăрнă. Çамрăксем автомашинăна сиенлессипе хăратса водительтен 500 тенкĕ укçа ыйтнă. Вăл вара килĕшмен. И. кĕсье телефонне вăрлама тăнă. Водитель автомашинăна хускатса кайма тăрсан С. чулпа персе автомашинăн малти кантăкне çĕмĕрнĕ, 6 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çамрăксене условнăй майпа 3 çуллăха ирĕк прависĕр хăварма, çак вăхăтра тĕрĕслесе тăма йышăннă. Тăкака саплаштармалла пулать.

Çул çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕ е асламăш-аслашшĕ ăçта пăхнă? Никам та хăйсен тĕпренчĕкĕ 22 сехет хыççăн ăçта çÿренипе интересленмен. Вĕсем тимлĕрех пулсан ачасем йăнăш утăм тумастчĕ çех.

2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче «О некоторых мерах по защите детей от факторов, негативно влияющих на их физическое, интеллектуальное, психическое, духовное и нравственное развитие» ЧР саккунне йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн 18 çула çитмен çамрăксен каçпа урамра çÿреме, стадионсенче, парксенче, скверсенче пулма, обществăлла транспорт çине ларма, предпринимательсен объектне кĕме юрамасть. Çавăн пекех сексуаллă таварсем çеç сĕнекен объектсене, алкоголь продукцийĕ кăна сутакан киосксемпе ларексене, лавккасене çÿремелле мар.

ЧР 2009 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи тата 2003 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине пăсни» саккунсемпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшне е вĕсене улăштаракансене 100 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран штраф параççĕ.

Çамрăк йĕркене пăсрĕ пулсан ачасен ашшĕ-амăшĕсене, вĕсене пăхса тăракансене явап тыттараççĕ.

Çул çитмен çамрăксен ку ÿсĕмре пуçĕсенче çил вылять. Вĕсем каç пулсан йăнăш утăм та тума пултараççĕ. Пуçĕсене вăрлас шухăш пырса кĕрсен вăл утăма та тăваççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн тимлĕрех пулмалла. Ачăрсем каçхине 10 сехет çитиччен таврăнччăр тесе тăрăшмалла. Çакăн пирки вĕсене маларах асăрхаттармалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика