09 декабря 2009 г.
Нумаях пулмасть районти ача-пăча библиотекинче «Пĕр-пĕрне ырă сунар» ятпа уяв пулса иртрĕ. Кунта инвалид ачасене (дети с ограниченными возможностями) тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене чĕннĕ.
Уява районти ачасен искусство шкулĕн музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем уçрĕç (руководителĕ И.Спиридонова). Вĕсем пухăннисене юрăсем юрласа савăнтарчĕç. Малалла районти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Г.Зайнуллина вăйă-викторина ирттерчĕ, ачасем юмахсене лайăх пĕлни палăрчĕ. Çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем Л.Мингалиева тата Е.Прокопьева ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем ирттерчĕç. Вĕренекенсем ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç.
Çакă ачасен асĕнче чылая юлтăр тесе библиотека ĕçченĕсем вĕсене хавхалантаракан призсем пачĕç тата пылак апат-çимĕçпе сăйларĕç.
Источник: "Каçал Ен"