05 декабря 2009 г.
Ачалăх — чи илемлĕ, телейлĕ вăхăт. Анчах пурнăç питех те кăткăс, унăн кĕтмен-туман пăрăнчăкĕсем те сахал мар. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр çурма тăлăх ÿсекенсем те йышлă. Вĕсен телейĕ те çурмалла çеç. Хăр тăлăх юлнисем те пур. Эпĕ вара çак статьяра хальхи вăхăтра тăлăххăн ÿсекен ачасем пирки мар, вăрçă ачисен шăписем çинчен сăмах хускатасшăн.
Комсомольски районĕнче 1941 çулта тата 1942 çул пуçламăшĕнче çут тĕнчене килнĕ ачасене шута илсе тухрăм. Вĕсенчен нумайăшĕ ашшĕсене курайман, мĕншĕн тесен вĕсем вăрçăран таврăнман. Пĕр çул маларах çуралнисем те тăван çыннисене астăваймаççĕ. Халĕ çавскерсем пурте пенсионерсем ĕнтĕ, 250 çын ытла. Кашнин шăпи хăйне май. Вăрçă çулĕсенче выçăллă-тутăллă пурăннăскерсем вăхăтсăр ватăлаççĕ, чирлесе инвалида тухнисем те сахал мар. Хăш-пĕр çемьесенче ашшĕ фронта кайнă чух амăшĕ 2—3 пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Нуши-терчĕ вĕсем валли ытли-çитлипех пулнă. Çапах çавсем пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе вăрçа тÿссе ирттернĕ, ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнă.
Хĕрĕх пĕрремĕшĕнче çуралнă 250 ытла ачаран право йĕркине пăсса суд сакки çине ларакан пулман. Тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса ĕçленĕ вăрçă ачисенчен 67-шĕ район энциклопедине, вуннăшĕ районăн Хисеп кĕнекине кĕме тивĕç пулнă. Вĕсем хушшинче патшалăх наградисене, хисеплĕ ятсене тивĕçнисем, ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, наукăра, культурăра пысăк ÿсĕмсем тунисем те йышлă.
Ашшĕне курман-пĕлмен вăрçă ачисене хăшне-пĕрне те пулин ятран асăнни вырăнлă пулĕ тетĕп. Сăмахран:
Мария Пантелеймоновна Щукина. Вăл 1941 çулхи раштавра çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Пантелеймон Ефремович Краснов, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă, 1942 çулхи çу уйăхĕнче унăн пурнăç çулĕ татăлнă.
Мария шкула çÿренĕ чухнех ĕçе кÿлĕннĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен совхозра-колхозра рабочи ĕçне тунă.
1962 çулта социаллă пулăшу пайне счетовод пулса ĕçлеме кĕнĕ. Ĕçе тăрăшуллă, тÿрĕ кăмăлпа туса пынине кура, ăна часах инспектор, унтан аслă инспектор ĕçĕсене шанса панă. Ĕçленĕ хушăрах Челябинскри юридици техникумне вĕренсе пĕтерет. 1984 çулта ăна социаллă пулăшу пайĕн заведующине çирĕплетеççĕ, çак ĕçре 1997 çулта пенсие тухичченех пысăк пултарулăх кăтартса ĕçлет. Вăл — социаллă пулăшу ĕçĕн отличникĕ, социаллă пулăшун тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Хисеп палли» орденпа та чыс тунă ăна.
Упăшкипе С.Н.Щукинпа, икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Зоя Кирилловна Артюшкина. 1941 çулхи авăн уйăхĕнче çуралнă. Ашшĕ, Кирилл Николаевич Артюшкин, 1941 çулхи утă уйăхĕнче фронта кайнă. Арăмĕ, Вера Павловна, Галя ятлă пĕчĕк хĕрĕпе тăрса юлнă, ача çураласса кĕтнĕ. Ача ашшĕ 1943 çулхи раштав уйăхĕнче хаяр çапăçура пуç хунă. Ăна Житомир облаçĕнче пытарнă.
Шкул хыççăн Зоя колхозра, сельхозтехникăра рабочи пулса ĕçленĕ.
Общество ĕçне активлă хутшăнакан хĕрачана комсомол райкомне ĕçе илнĕ. Пултарулăхне кура ăна Чулхулана партин аслă шкулне вĕренме яраççĕ. Унтан таврăнсан парти райкомĕнче тĕрлĕ должноçсенче ĕçлет, каярах парти райкомĕн виççĕмĕш секретарьне суйлаççĕ. Пенсие тухиччен Пенси фончĕн районти уполномоченнăйĕнче ĕçлет.
Районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Валентина Кондратьевна Самукова. 1942 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ, Кондратий Сергеевич, 1941 çулхи июльте фронта тухса кайнă. Шăп виçĕ çултан Румыни çĕрĕнче пуç хунă.
Валентина колхозра ĕçленĕ. Улатăрти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн колхозра шут ĕçне кÿлĕнет, тĕп бухгалтера çити ÿсет. Общество ĕçне активлă хутшăннине кура ăна парти райкомне ĕçе илсе, Чулхулари партин аслă шкулне вĕренме яраççĕ. Ун хыççăн парти райкомĕн аппаратĕнче ĕçлет. Выльăх самăртмалли совхоз йĕркелесен унта тĕп бухгалтера яраççĕ. Часах ăна райĕçтăвком секретарĕнче ĕçлеме шанаççĕ. Ку ĕçре 1978 çултан пуçласа 1990 çулччен вăй хурать. Каярах пĕр хушă райĕçтăвком председателĕн çумĕнче, унтан Пенси фончĕн районти аслă уполномоченнăйĕнче ĕçлет. «Хисеп палли» орденпа наградăланă.
Вениамин Васильевич Белков. 1942 çулхи кăрлачра çуралнă. Ашшĕ, Василий Ильич, вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнă, 1943 çулхи çурла уйăхĕнче çапăçура вилнĕ.
Вениамин ачаранах ĕçе хутшăннă. Тракторист та пулнă, слесарь те. Шупашкарта пединститут вĕренсе пĕтернĕ хыççăн учительте, шкул директорĕнче ĕçлет. Смоленскри физкультура институтне вĕренсе пĕтерет.
Ачаранпах спортпа туслă пулнă Веня. Çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Республикăри, районти ăмăртусене яланах хутшăннă. Республика чемпионĕ, рекордсменĕ те пулнă. Пенсире пулин те, спорт мероприятийĕсене халĕ те активлă хутшăнать. Тăван ялĕнче, Вăрманхĕрри Чурачăкра, час-часах спорт ăмăртăвĕсем ирттерет.
Зинаида Ильинична Краснова (Сорокина) . 1941 çулхи чÿк уйăхĕнче çуралнă, 9 ачаллă çемьере. Вăрçă пуçлансан Илья Алексеевич Сорокин унта тухса кайнă. Кăшт каярах аслă ывăлĕ Петр, ун хыççăн тепĕр ывăлĕ Николай фронтра çапăçнă. Илья Алексеевич Çĕнтерÿ кунне Берлинра кĕтсе илнĕ. Йывăр аманнă, контузи пулнă. 1946 çулта çĕре кĕнĕ. Çапла ачасен тăлăххăн ÿсме тивнĕ.
Зинаида пединститут вĕренсе пĕтерсе пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă.
Викентий Григорьевич Скворцов. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче Юнтапа ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Григорий Алексеевич, 1941 çулта вăрçа кĕнĕ,1942 çулхи çу уйăхĕнче унăн пурнăçĕ татăлнă.
Викентий хĕрлĕ дипломпа пединститут вĕренсе пĕтернĕ. Пурнăçне хими наукипе çыхăнтарнă. Пединститутра ачасене вĕрентнĕ. Хими кафедрин заведующине çити ÿснĕ. Вăл — хими наукисен докторĕ.
Дина Федоровна Григорьева. 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăратра çуралнă. Хусанти пединститутăн физвоспитани факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Йĕлтĕр спорчĕпе СССР спорт мастерĕ. Каярах ăна СССР Хисеплĕ спорт мастерĕ ят парса чысланă. Канаш хулин хисеплĕ çынни.
Имамедин Зинетуллович Ахметов. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Урмаелĕнче çуралнă. Хусанти химипе технологи институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хими наукисен кандидачĕ.
Степан Степанович Данилов. 1942 çулхи кăрлачра Асанкассинче çуралнă. Ашшĕ, Степан Данилович, Сталинградшăн пыракан çапăçура пуç хунă. Ăна 1942 çулхи раштавра Сталинград (халĕ Волгоград) çывăхĕнче пĕр хуторта пытарнă. Ялхуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ хуçалăхсенче агрономра ĕçленĕ, наука тĕпчевĕсем тунă. Вăл — ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.
Тĕрлĕ ĕçре, пурнăçра палăрнă, мухтава тивĕçлĕ вăрçă ачисем татах та йышлă. Пурин çинчен пĕр статьяра çырса кăтартма майĕ те çукрах.
Вăрçă ачисенчен яла юлса ял хуçалăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕ, хисеплĕ ятсене тивĕç пулнă механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсем, культура, вĕрентÿ тата ытти ĕçре палăрнисене те хăшне-пĕрне те пулин асăнса хăварас кăмăл пур. Акă вĕсем: Сания Низамутдиновна Акшова (конюх, Кайнлăк), Алексей Иванович Арсентьев (уй-хир ĕçченĕ, Анат Тимĕрчкасси), Вячеслав Захарович Быков (осеменатор, Хирти Сĕнтĕр), Альберт Николаевич Дьяконов (киномеханик, Хырай Ĕнел), Анфиса Деомидовна Емельянова (свинарка, Вăрманхĕрри Чурачăк), Николай Емельянович Кадыков (механизатор, Тимĕрчкасси), Валентина Никифоровна Ксенофонтова (полевод, Хирти Сĕнтĕр), Геннадий Вячеславович Кузнецов (ферма заведующийĕ, брига-дир, Хирти Сĕнтĕр), Владимир Сидорович Потапов (тракторист, Юнтапа), Анна Илларионовна Родионова (доярка, Хирти Шăхасан), Фехризиян Незиповна Сафиуллина (доярка, Урмаел), Николай Васильевич Трофимов (тракторист, Анат Тимĕрчкасси), Минади Рахматтуллович Хусаинов (скотник, республикăн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Чĕчкен), Минифаик Галимзанович Хуснетдинов (тракторист, Чĕчкен), Валентина Арсентьевна Чемешева (свинарка, Хырай Ĕнел), Антонина Михайловна Макарова (свинарка, тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Хирти Выçли), Нина Григорьевна Митюкова (инженер, Комсомольски), Николай Александрович Никифоров (çар служби, Вăрманхĕрри Чурачăк), Зинаида Емельяновна Порфирьева (юрист, Кĕçĕн Каçал), Николай Васильевич Пыркин (тракторист, Хирти Сĕнтĕр).
Пирĕн халăх фашистла Германипе тăватă çул пынă питĕ хаяр, аркатуллă вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленет. Тăшмана çĕнтернĕренпе вăхăчĕ самаях иртрĕ, çĕнĕ ăрусем ÿссе çитĕнчĕç. Вăрçă çулĕсенче çуралнисем те асатте-асанне пулчĕç ĕнтĕ. Çапах та вăрçă ахрăмĕ аса илтерсех тăрать. Çакна çырнă май хĕрĕх пĕрремĕшĕнче çуралнă çын каласа пани аса килчĕ. «Атте вăрçăран таврăнайман, ăна эпĕ курман та, манăн ывăл пĕчĕк чухне пĕрре мар ыйтнă: «Атте, Кольăн та, Тольăн та аслашшĕсем пур, вĕсем аслашшĕпе пулла та каяççĕ, манăн асатте ма çук-ха?» Эпĕ ăнлантарма пăхрăм, вăл, пĕчĕкскер, ăнланасшăнах мар. Халĕ вăрçă çук-ха, вăрçа пула тăлăха юлас хăрушлăх та çук темелле. Пурнăç лайăхлансах пырать. Хальхи ачасен телейлĕ пулма пĕтĕм майĕ пур. Анчах пурнăç пурнăçах: тĕрлĕ сăлтавсемпе ачасем тăлăха юлни, ашшĕ-амăшĕн ăшшине курманни сахал мар-ха.
Пирĕн, аслисен, ашшĕ-амăшĕсен, аслашшĕ-асламăшĕсен, яланах ăрăва тăсакан ачасем çинчен ытларах шутласчĕ, вĕсене хамăрăн пурнăçпа — ĕçпе ырă тĕслĕх çеç кăтартасчĕ, телейлĕ тăвасчĕ çамрăк ăрăва. Пурте пирĕнтен килмесен те, ачасен малашлăхĕ хамăртан ытларах килет. Çамрăклах вĕсене ĕçе, пурнăçа, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесчĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре те ачасене ырă тĕслĕх çеç кăтартасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"