АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклă çынсене саламларĕç

05 декабря 2009 г.

 

Анне... Чи ырă та çывăх, чи юратнă та хаклă çын. Çĕр çинчи пур чĕлхере те çак сăмах илемлĕ, çепĕç янăрать. Чăвашла —анне, грузинла — нана, украинла — мамо.

Вăл пулсан тĕнче те илемлĕ, телей те иксĕлми. Анне сасси, кулли — хĕвел шевли, вăл çумра пурри — чи хаклă пурлăх. Эсĕ кирек миçере пулсан та — 5 е 50 çулта саншăн яланах анне хаклă.

Аннесен кунне халалласа уяв ирттересси ача сачĕсенче те йăлана кĕнĕ. Хирти Явăшри «Йăвача» ача садĕнче çак уява пĕчĕк шăпăрлансем чăтăмсăррăн кĕтрĕç, тĕплĕн хатĕрленчĕç. Кашни хăйĕн амăшне сăн ÿкерчĕк çинче сăнарларĕ.

Каланă кун амăшĕсем хаваспах пуçтарăнчĕç ача садне. Малтанах Л.А.Петрова килнĕ хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ.

Ун хыççăн шăпăрлансем сăмах илчĕç. Вĕсем анне çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, шÿтлĕ сценкăсем кăтартрĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç.

Уява воспитательпе пĕрле ачасем «Анне — пĕрремĕш сăмах» юрăпа вĕçлерĕç. Юлашкинчен ачасем амăшĕсене хăйсем ăсталанă парнисене пачĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика