05 декабря 2009 г.
Пирĕнтен кашни хăçан та пулин укçана парăм мелĕпе илнĕ, урăхла каласан, заем килĕшĕвĕ тунă.
РФ ГК 809-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, заем килĕшĕвĕпе пĕр ен (заем паракан) тепĕр ене (заемщик) укçа е урăх япалана харпăрлăха парать. Заемщик вара заем паракана çак укçа-тенкĕне пĕтĕмпех е илнĕ япалана çав пахалăхпах кирлĕ чухлĕ каялла тавăрса пама явап йышăнать. Енчен те саккунпа е заем килĕшĕвĕпе урăххине пăхса хуман-тăк, кивçен паракан заемщикран заем сумминчен процент илме пултарать.
Шел пулин те, заем килĕшĕвĕ тунă хыççăн судра пăхса тухни те тĕл пулать. Урăхла каласан, заемщик парăма пĕтĕмпех тавăрса парать пулин те, кивçен паракан тепĕр хут парăма шыраса илесшĕн. Çавăнпа та укçана распискăпа илекенсен тата ăна вăхăтра тавăрса паракансен çак сĕнÿсене пăхăнмалла.
Распискăра гражданин тавăрса пама явап йышăннă сумма (парăм тата процент) мар, кивçен илекен укçан сумми çеç пулмалла. Распискăна тимлĕ вулăр, процентсене пĕтересси çинчен услови çакна пĕлтерет: килĕшÿпе тĕп парăм çине çеç мар, процентсем çине те процентсем шутлаççĕ. Парăма татсан распискăна каялла пама ыйтăр. Укçана свидетельсем пур чухне тавăрса пама тăрăшăр.
Парăма татмалли вăхăт çитсен, енчен те укçа-тенкĕ çук пулсан, заем параканпа тĕл пулассинчен ан пăрăнăр. Сире йывăр вăхăтра пулăшнă çынпа яланах калаçса татăлма пулать. Сăмахран, распискăн вăхăтне тăсма е çĕнĕ расписка çырма.
Енчен те эсир парăма татмасан, заем паракантан пытансан сирĕн пирки уголовлă ĕç пуçарма пултараççĕ. Çакна РФ Уголовлă Кодексĕн 159-мĕш статйипе пăхса хунă, урăхла каласан 120 пин тенкĕ таран штрафлама е икĕ çулччен ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"