АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен малашлăх пысăк

05 декабря 2009 г.

Урмаелĕнчи вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне 1974 çулта уçнă. Унăн историйĕ пуян та тарăн. Ăна пуянлатакансем тата малалла тăсакансем — çак шкулта ĕçлекенсем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата ялти çынсем. Халĕ унта 318 ача вĕренет. Вĕсене 34 учитель пĕлÿ парать.

Паянхи кун мĕнле пурăнать-ха Урмаел вăтам шкулĕ, мĕнпе мухтанма пултарать-ши тесе кăсăклансан: «Вĕренекенсемпе мухтанатпăр»,— терĕ шкул директорĕ Ф.Х.Камалдинов. Çапла, çак вăтам шкул чăннипех те унта ĕçлекенсемпе, ачасемпе тата чылай çул ĕçленĕ шкул ертÿçисемпе те мухтанма пултарать.

Малалла калаçăва тăсса мана спортзалăн тăхăнса тумланмалли пÿлĕмĕсене кĕрсе курма сĕнчĕ. Чăннипех те юсав ĕçĕсене аван тунă. Пурте хăйĕн вырăнĕнче кунта. «Вĕсене вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Кунта, паллах, физкультура предметне вĕрентекен Нежеметдин Садртдинович Сахровăн тÿпи пысăк»,— терĕ калаçăва малалла тăсса Фениз Хасиятуллович. «Стадиона та вăл пуçарнипех тĕрлĕрен спорт инвентарĕсем илсе лартрăмăр. Ку таранччен турниксем, тăршшĕне сикмелли вырăнсем те пулман.Чупмалли вырăнсене йĕркене кĕртрĕ-мĕр».

Асăннă шкул спортсменсемпе пуян. Уйăрмах Марсель Шарафутдинов, Азат Тукаев, Илнур Гайнетдинов, Инсур Насртдинов кире пуканĕ йăтассипе тата чупассипе, Нияз Акшов, Илнар Юмаков кире пуканĕ йăтассипе пултаруллă, тĕрлĕ ăмăртусенче лайăх кăтартусем тăваççĕ. Хĕрачасенчен Эльвира Купировăпа Рине Юмакова та спортра маттур. Районта ирттерекен тупăшусене хутшăнса шкул чысне тăтăшах хÿтĕлеççĕ.

«Шкул малашне район тупăшăвĕсене хутшăнса тата та лайăх результат кăтартĕ. Мĕншĕн тесен унччен ăмăртусем умĕн сахалтарах хатĕрленнĕ пулсан, паян вара тĕплĕн ĕçлени куç кĕретех. Шкул спортзалĕ ытти çулсенче эрнере виçĕ хутчен çеç уçă пулнă пулсан, паян вара кунта кашни кунах физкультурăпа спорта юратакансем хăйсене аталантарма пултараççĕ. Паянхи кун хĕр ачасен ятарлă кунсенче волейбол, баскетбол вăййисене выляма май пур. Иртнĕ çулсенче ун пекки пирĕн пулман»,— пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне шкул директорĕ.

«Сăран мечĕксем кăна 8 пин тенкĕлĕх туянтăмăр. Урмаел ял поселенийĕн администрацийĕ 5 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Тата харпăр предпринимательсем те укçа-тенкĕ пуçтарса пачĕç. Вĕсене пурне те тав. Пиртен вĕсем пурте лайăх кăтартусем кĕтеççĕ, паллах. Шаннине пурнăçласчĕ»,— малашлăха çирĕппĕн пăхса каларĕ Н.С.Сахров. Пулăшу паракансене пурне те хушаматранах асăнчĕ физкульура учителĕ. Мухтавлă та пархатарлă ĕçсене халăх яланах чĕринче упрать.

Пысăк парне ĕçлеме татах та вăй парса пырĕ, çитĕнÿсем тума хавхалантарĕ. Шкула районта чи лайăххисен шутне кĕме ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика