05 декабря 2009 г.
1988 çултан пуçласа кашни çулах СПИДа хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Епле пулсан та хăрушă чире анлă сарас мар тесе пирĕн районта та тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.
Акă, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулти волонтерсен ушкăнĕ те (ертÿçи – Н.А.Мельникова) çакăнта хутшăнчĕ. Вĕсем шкул ачисене буклетсем салатса пачĕç, СПИД чирĕ пирки калаçусем ирттерчĕç.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, хăрушă чир анлă сарăлса пырать. Паян çак чиртен сывалма эмелсем шыраса тупман. Апла пулсан вируса ертменни, чиртен сыхланма пĕлни кирлĕ.Çавăнпа та ун çинчен пур çыннăн та, уйрăмах çамрăксен, лайăх пĕлмелле. Пĕлекен çын çеç çак чиртен сыхланма пултарать. Çакă — пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шкулта учительсем ачасемпе сывлăх калаçăвĕсем те ирттерчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Алă тытнă е ыталашнă чухне, ÿсĕрсен, апчхулатсан, пĕрлехи савăт-сапапа, ал шăллипе, вырăн таврашĕпе усă курсан, пĕр туалета, ваннăйне çÿресен ВИЧ чирлĕ çынран тепĕр çынна ермест. Сурчăкра, куççульре, вирус концентрацийĕ питĕ пĕчĕк, çавăнпа кунашкал шĕвексем урлă чир ерес хăрушлăх çук.
Тата çакна пурин те пĕлмелле: çыншăн чи кирли вăл – кăмăл-сипет тасалăхĕ, эрех-сăра ĕçсе пуçа минретменни, нихăçан та наркотикпа усă курманни.
Источник: "Каçал Ен"