05 декабря 2009 г.
Нумаях пулмасть пĕр çамрăк хĕрпе калаçма тÿр килчĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕскер, хальхи вăхăтра Шупашкарти культура ĕçĕнче тăрмашать. Калаçнă май питĕ тĕлĕнтĕм: хĕр сулахай тата сылтăм сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнланмасть. Эрнери кун ячĕсене те арпаштарать. Ашшĕ-амăшĕ чăваш, ялта çуралса ÿснĕ, кунтах шкул вĕреннĕ. Кам вăл çак хĕр? Мĕнле халăх çынни? Кун пек тĕслĕх час-часах тĕл пулать. Питĕ шел пулин те, пин-пин чăваш çынни хăйĕн тăван чĕлхине ют чĕлхепе хутăштарса калаçать. Сăмахпа сăмаха чăвашла çыхăнтараймасть. Сыпăну валли вырăс е урăх чĕлхе сăмахĕ кирлĕ.Тепри тата вырăс намăс сăмахĕсемсĕр чăвашла калаçма пултараймасть.
Пĕррехине телевизорпа Шупашкартан паракан çĕнĕ хыпарсене итлесе ларатăп. К.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçлекен пĕр хĕрарăма (хушаматне пĕлтерместĕп) «Чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята панă. Çак чаплă актриса телекамера умĕнче хăйĕн ĕçне пысăка хурса хисепленĕшĕн тав турĕ, малалла тата та лайăхрах ĕçлеме сăмах пачĕ. Анчах та мĕнле чĕлхепе калаçрĕ-ши вăл?! Çурри — вырăсла, çурри — чăвашла! Икĕ чĕлхине те хуçса —пăсса «мăшкăларĕ». Ман шутпа, çак «хисеплĕ ĕçченшĕн» чăваш чĕлхи ĕçри тумтир вырăнĕнче çеç. Ĕç пĕтсен хывса пăрахса хăварать те килте, урамра тата ытти вырăнсенче — пăтраштарнă чĕлхепе калаçать. Ватăрах çынсем ас тăваççĕ-ха, ĕлĕк улăм хушăкĕсене алăпа купаланă чухне йывăçран хатĕрленĕ виçĕ юплĕ сенĕкпе усă курнă. Пĕр çын, хăйне чăвашран хăйне çÿлерех хурса вырăсланас тесе тăрăшаканскер, çак виçĕ йĕплĕ сенĕке «трехюплĕ вила» тесе ят панă.
Эпир несĕлсен чĕлхине манса пыратпăр. Пушкин, Толстой, Тургенев чĕлхипе ыррăн калаçма пĕлместпĕр. Çамрăк ăрăва мĕне вĕрентетпĕр; Кам пулса çитĕнеççĕ вĕсем? Тăван чĕлхене сăнаса пыраканăн пуласлăхĕ пур-ши?
Ман шутпа, чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине ататалантарассипе сахал тимлетпĕр-ха. Çакăн пек калама сăлтавĕсем те пур. Тĕслĕхрен, чăваш телевидени программине тишкерер-ха. «Раççей» каналĕпе кунне икĕ сехет ытларах Шупашкар кăларĕмĕсене куратпăр. Кăларăмсен çурри — çĕнĕ хыпарсем. Вунă-вунпилĕк çул каялла чăваш çыравçисем çырнă спектакльсене кураттăмăр. Чăннипех те чаплă юрăçсем юрлакан, ырă туйăмсем хускатакан юрăсем итлеттĕмĕр. Халĕ вара хăш-пĕр юрăсен теми те çукки курăнать.
Чăвашла пĕлмен çынсене вырăнти халăх чĕлхине вĕренме пулăшмалла. Тÿлевсĕр, васкамасăр, тĕплĕн шухăшласа. Енчен те ман сĕнÿ камшăн та пулин айванлăх пек туйăнать пулсан, çак çынсенчен хурав илес килет пĕр ыйту çине: «Чăваш Республикин Конституцийĕпе» килĕшÿллĕн «чăваш халăх чĕлхипе вырăс халăх чĕлхи пĕр шайра, пĕр тан». Çакă пĕр танлăха мĕншĕн хисеплеместпĕр?
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Тăван чĕлхене хÿтĕлени, малалла аталантарма пулăшни национализмпа çыхăнса, пĕрлешсе тăмасть.
.
Источник: "Каçал Ен"