АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврăнаççĕ салтакран каччăсем

05 декабря 2009 г.

Кĕрхи призыв малалла пырать. Пĕрисем салтак тумĕ тăхăнаççĕ, теприсем службăна вĕçлесе яла таврăнаççĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланисене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, кÿршисем, ял-йыш хисеплесе кĕтсе илеççĕ. Николай Геннадьевич Смирнов Турхан (Хирти Мăнтăр ялнех кĕрет) ялĕнчен салтака тухса кайса Красноярск крайĕнче службăра пулнă. Авиачаçре çар тивĕçне пурнăçласа сержант званине тивĕçнĕ. Кирек мĕнле приказа та вăхăтра, тĕплĕ пурнăçланă, юлташĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Çавăнпах та пулĕ ăна хисепленĕ. Çар комнадирĕсенчен пĕрре мар тав сăмахĕсем илнĕ вăл, наградăсем те пур.

Н.Смирнов яла çитнĕ тĕле вăл пурăнакан çурт умне чылайăн пуçтарăннă. Пурте ăна службăна лайăх, çар тивĕçне чĕре хушнă пек ирттернĕшĕн, чăваш халăхĕн, ялăн, ашшĕ-амăшĕн ятне яманшăн саламларĕç. Ялта та вăл хăйĕн пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăрасса шанни çинчен пĕлтерчĕç.

.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика