05 декабря 2009 г.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланчĕ. Раççей ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕ пуçарнипе вăл чылай çул иртет ĕнтĕ. Чăваш Республикин Президенчĕпе Николай Федоровпа РФ Патшалăх Думин халăхсем хушшинчи ĕçсен комитет председателĕ Константин Косачев — марафонăн йĕркелÿ комитечĕн çум председателĕсем.
Марафонăн тĕп тĕллевĕ — çамрăк талантсене çул уçса парасси, инвалид-ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнисене медицина пулăшăвĕ валли укçа-тенкĕ пухасси, ыркăмăллăх программисене пурнăçа кĕртесси.
Çак акци чăн-чăн ниме пек иртни савăнтарать. Мероприятин малтанхи кунĕсенчех ачасен пухмачине министерствăсемпе ведомствăсенче ĕçлекенсем пирвайхи взноссем хываççĕ. Чĕнĕве республикăри предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем те йышăнаççĕ.
Ырă ĕçсен марафонне Чăваш Енри кашни çын хутшăнма пултарать. Кăçал «ВолгаТелеком» АУО «ырăлăх акцийĕ» пуçарнипе, граждансем килтен тухмасăрах хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ. Çакăн валли килти телефонран 8-809-707-69-19 номерпа шăнкăравламалла çеç. Çак сервислă нумай каналлă номер талăкĕпех ĕçлет. Унпа шăнкăравласан Ача-пăча фондне 30 тенкĕ куçать.
Кам та кам хÿтлĕхсĕр, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасене пулăшас тет, хăй тĕллĕн те аяларах кăтартнă реквизитсемпе укçа-тенкĕ куçарса пама пултарать. «Сăваплă ĕç çĕре ÿкмест»,— теççĕ ваттисем.
«Раççейри ача-пăча фончĕ» пĕтĕм Раççейри обществăлла ыркăмăллăх фончĕн республикăри уйрăмĕн реквизичĕсем:
Чувашское региональное отделение общероссийского общественного благотворительного фонда «РОССИЙСКИЙ ДЕТСКИЙ ФОНД».
ИНН 2128005408 КПП 213001001
Р/СЧ 40703810075220160067 В ЧУВАШСКОМ ОСБ № 8613 Г.ЧЕБОКСАРЫ
БИК 049706609 К/СЧ 0101810300000000609
Располагается по адресу: г.Чебоксары, улица Петрова, 7.
Телефон: 62-89-42.
Источник: "Каçал Ен"