АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор пулни – пархатарлă

05 декабря 2009 г.

 

Медицинăра чи паллă меслетсенчен пĕри вăл — донортан илнĕ юна чирлĕ çын организмне яни. Донорсем — юн паракансем — калама çук ырă ĕç тăваççĕ.

Акă, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Донор кунĕ иртнĕ. Пурĕ 78 çын юн панă. Вĕсем хушшинче хисеплĕ донорсем те, пĕрремĕш хут килнисем те пур. Районти тĕп больницăран 17-ĕн, райпо тытăмĕнчен 7-ĕн, районти шалти ĕçсен пайĕнчен 4-ăн хутшăннă. Çавăн пекех культура (6), почта тытăмĕнчи (4) ĕçченсем çак пархатарлă ĕçе пурнăçланă.

Анисия Ильина, Татьяна Алексеева, Галина Потапова нумай хут юн панă. Районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакан Александр Шингаловпа Андрей Козлов кăçал кăна юн панă çĕре виççĕмĕш хут хутшăннă. Александр Николаевич Челаков та сăваплă ĕçрен пăрăнса юлман.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика