02 декабря 2009 г.
Пурнăçра тĕрлĕ çынпа паллашма курнăçма, калаçма тÿр килет. Кашнийĕшĕн хăйĕн шăпи. Кирек камра та лайăххине, çынра çуккине курма, сăнлама пулать. Мухтава кăлараканни вара тăрăшулăх, сăпайлăх, ыр кăмăллăх...
В.И.Бормотин Хырхĕрри ялĕнче 1936 çулта çуралнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхне пĕрре те çăмăл пулнă теме çук, хура-шурне сахал мар тÿсме тивнĕ ун. Комсомольски вăтам шкулне пĕтерсен ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет, унтан 1958 çулта вĕренсе тухать. Ун хыççăн вара Владимир Ивановича Комсомольскинчи сельхозтехникăра техник-нормировщика çирĕплетеççĕ. Унпа кăна çырлахмасть арçын, шав вĕренме ăнтăлать. 1961 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет, «ял хуçалăхне механизацилесси» специальноçпа алла диплом илет. Аслă пĕлÿллĕ инженер тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, пур çĕрте те ырă ят çеç хăварнă.
В.Бормотин 1986—2004 çулсенче районта инвалидсен организацийĕн председателĕ пулнă. Инвалидсене пулăшас ĕçре нумай вăй хунă.
Мăшăрĕпе, Маргарита Кузьминичнăпа, 2 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Паянхи кун Владимир Иванович тивĕçлĕ канура. «Ĕçчен çын валли яланах ĕç тупăнать»,— теççĕ халăхра. Çакнашкал çын ир пуçласа каçчен, халран кайичченех ĕçлесе ĕçре киленĕç тупать. Мĕн ачаранах ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ Бормотинсем нумай çул ĕнтĕ хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, выльăх-чĕрлĕх те тытма ÿркенмеççĕ. Пăрчăкан пек çынсем пахчара тĕрлĕрен улма-çырла та ÿстереççĕ, ачисене май килнĕ таран пулăшаççĕ.
Пуçа усмасть пĕрре те В.Бормотин. Районти обществăлла ĕçсене яланах активлă хутшăннăскер патне халĕ те сĕнÿ-канаш илме çÿреççĕ. Владимир Иванович вара пурин валли те вăхăт тупать.
Источник: "Каçал Ен"