АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр шăпаллисене — ытларах тимлĕх

02 декабря 2009 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ çитрĕ. Инвалидсен пурнăçĕ, шăпи çинчен сăмах хускатни кирлех тесшĕн.

Кам вăл инвалид; Вăл ытти çынсем пекех, общество членĕ, пĕр праваллă çын. Анчах сывлăхĕ хавшанă, сусăрланнă пирки ыттисемпе тан ĕçлеме е пачах ĕçлеме пултараймастăн. Йывăр шăпаллă çын. Вăл ытти çынсен, патшалăхăн пулăшăвĕсĕр пурăнма пултараймасть. Сусăрсене, чăлахсене ĕлĕкренех патшалăх хăй хÿттине илнĕ. Хальхи вăхăтра инвалидсем çине патшалăх ытларах тимлĕх уйăрать: пенси-пособисене ÿстерет, канма-сывалма условисем туса парать.

Шел пулин те, çак йывăр шăпаллă çынсен шучĕ пирĕн районта та, ытти çĕрти пекех, пысăк. Паянхи куна вĕсем 2374 çын шутланаççĕ. Ку районти пĕтĕм халăхăн 8 проценчĕ. Сахал мар. Пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем — 227 çын. Вĕсене яланах çын пăхса тăмалла, тухса та çÿреймеççĕ.

Хăйсене хăйсем пăхма пултаракан иккĕмĕш ушкăнри инвалидсем те сахал мар — 922 çын. Виççĕмĕш ушкăна çăмăлрах ĕçе хутшăнма пултаракансене кĕртеççĕ, вĕсем — 984. Ĕç тупайман пирки е урăх сăлтавпа вĕсем хушшинче ĕçлеменнисем нумай. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тата ытти вăрçăсене хутшăнни Афганистан, Чечня тата ытти вăхăтсене лекнĕ 116 çын, Чернобыль тата «Маяк» полигонра инкек курнисем — 12.

Ачаран инвалид пулса юлнисем те сахалах мар тесшĕн — 113 ача. Вĕсен те шăпи çăмăл мар. Хăйсен тантăшĕсенни пек савăнăçлă ачалăх çук вĕсемшĕн: вĕренме те, ĕçлеме те питех йывăр çав ачасене. Пăхса тăраканни те кирлĕ вĕсене. Ирĕксĕрех çакăн пек ыйту тухса тăрать: мĕншĕн-ха çынсем сывлăха çухатса инвалид пулаççĕ?

Сăлтавĕсем вара темĕн чухлех. Çынсенчен хăйсенчен килменнисем те, хăйсенчен килни те пур. Вăрçăра аманни, чирлени, паллах, хăйĕнчен килмен. Çул-йĕрте авари тÿснисем те, пушарсенче тата çут çанталăк хăрушă пулăмĕсенче сусăрланасси те хăйсенчен килмен пулăм. Сыватма йывăр усал чирсемпе сиенленнисене те вĕсен айăпĕпе тееймĕн.

Анчах сывлăха çухатасси çынсенчен хăйсенчен килни те сахал мар. Сывă пурнăç йĕркине нимĕн вырăнне хумасăр эрех-сăрапа, наркотиксемпе иртĕхекен, кунĕн-çĕрĕн табак наркăмăшĕпе сывлăхне хавшатакан иваналида тухнинче хăйсен айăпĕ пысăк. Теприсем, вăхăтра сывалма тăрăшманнисем те, чирĕсем шала кайнипе инвалида тухаççĕ.

Çын хăйĕн айăпĕпе сывлăхне çухатнă пулин те, ăна пур-пĕрех патшалăх инвалид тесе шутласа хăйĕн хÿтлĕхне илет. Кăçалхи вунпĕр уйăхра инвалидсене социаллă хÿтлĕх пайĕ 10 миллион тенкĕ çăмăллăх пулăшăвĕ панă. Инвалидсен кунĕ умĕн начартарах пурăнакан 9 инвалида 12600 тенкĕ пĕр вăхăтлăх пулăшу кÿнĕ.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ инвалидсене, уйрăмах инвалид-ачасене пулăшас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсене валли Çĕнĕ çул елкисем йĕркелет, канма-сывалма лагерьсене ярать тата ытти те.

Раштавăн 1—2-мĕшĕсенче республикăра инвалидсен 9-мĕш спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан 5 ача-инвалид тата 18 çултан аслăрах икĕ çамрăк инвалид хутшăнĕç.

Раштавăн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Заяц-победитель» ятпа театрла представлени ирттерет. Унта пирĕн районтан 5 инвалид-ача хутшăнать.

Инвалидсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе вĕсен пенси виçисене ÿстерсе пыраççĕ. Ку пĕр енлĕ пулăшу. Ку çеç çителĕксĕр. Кулленхи пурнăçра инвалидсен патшалăх тата общество вĕсене манманнине туйса тăмалла пултăрччĕ.

Инвалидсене ытларах пĕр-пĕринпе хутшăнма майсем туса памалла. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем (шашка, шахмат, бильярд, т. ыт. те) ирттерме пулать. Вĕсен ал ĕç япалисене (тĕрĕ тĕрлени, картинăсем ÿкерни тата ытти) куравра кăтартни те кăмăла çĕклет. Инвалидсем хушшинче тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе вылякансем пур, вĕсен конкурсне ирттерме те пулать. Художество пултарулăх ушкăнĕсене явăçтарни те пĕлтерĕшлĕ.

Инвалидсенчен нумайăшĕ кĕнекесем вулаççĕ-ха. Вулакансен йышне ÿстерес, вуламалли кĕнекесемпе тивĕçтерес ĕçре библиотека ĕçченĕсем пулăшаççех пулĕ. Май килсен инвалидсене экскурсисене, тĕрлĕ куравсене илсе кайни те вырăнлă пулĕччĕ.

Инвалидсен пурнăçне çăмăллатас, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес ĕçе инвалидсен организацийĕ хальлĕхе пуçарулăх кăтартса ĕçлемест-ха, пуçламăш организацисем саланса кайрĕç. Обществăн районти организацийĕн ĕçне тĕпренех лайăхлатмалла.

Уяв çитсен çеç кăштах тимлĕх уйăрнипе инвалидсем паллах, кăмăллă мар. Вĕсем — пирĕнпе юнашар пурăнакансем çаксем çине тимлĕх ытларах уйăрни питех те кирлĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика