02 декабря 2009 г.
Нумаях пулмасть Раççейре Аннесен кунне уявларĕç. Çак кун — çулталăкри чи паллă, чи кĕтнĕ те юратнă уявсенчен пeри. Хĕрарăм çине яланах чи йывар ĕç тиеннĕ — ачана сывă ÿстересси, тĕрĕс воспитани парасси. Çавăнпа та ачасем амăшĕсене мартăн 8-мĕшĕнче те, кĕркунне те саламлани пĕрре те ытлашши мар. Йÿç Шăхаль пуçламăш шкулĕнчи пысăках мар коллектив та Аннесен кунне уявлама шутларĕ. Иртнĕ эрнекун учительсем шкул ачисен амăшĕсене, кукамăшĕ-асламăшĕсене хăнана чĕнчĕç.
Уява А.Н.Албутова пуçларĕ. Унтан пухăннисен умне шкула кайма çул çитмен ачасен ушкăнĕ тухрĕ. Г.В.Курбатина воспитатель ертсе пынипе пĕчĕк артистсем сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, вăйă картинче тăрса хăнасене савăнтарчĕç.
Малалла уява 1—4-мĕш классенче вĕренекенсем тăсрĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекен Ксюша Михайлова юрланă «Качака» ятлă юрă хăнасене пушшех те килĕшрĕ. Ăна куракансем тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Т.М.Казакова вĕрентекен хатĕрленĕ концерт та куракансене килĕшрĕ.
«Яланах ачасем вылянине пăхса ларас мар, хамăр та ачалăха аса илер»,— терĕ В.А.Шагарова библиотекарь. Вăл каланă сăмахсемпе килĕшсе вăйăсене амăшĕсем те, ашшĕсем те хаваспах хутшăнчĕç. Конкурссенче выляса мала тухнисене парнесем парса чысларĕç. Çак кун çĕкленÿллĕ кăмăл чи пысăк парне пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"